20 июня 2015 г.
Уй-хир тĕрĕслевĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Н. Глуховăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн акана пысăк пахалăхпа пурнăçланă хуçалăхсене диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă.
Çур акине вăхăтра тата пысăк шайра ирттернĕшĕн тулли мар яваплă "Агрофирма "Исток" пĕрлешỹ (ертỹçĕ _ А. Илюткин, тĕп агроном _ Д. Ерофеев, тĕп инженер _ В. Цветков) пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Иккĕмĕш вырăнта _ "Красное знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçĕ _ П. Никифоров, тĕп агроном _ В. Красников, тĕп инженер _ Ю. Давыдов); тулли мар яваплă "Агрофирма "Корма" пĕрлешỹ (ертỹçĕ _ И. Владимиров).
Виççĕмĕшĕнче _ "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçĕ _ Н. Михайлов, тĕп агроном _ Н. Матвеев, тĕп инженер _ В. Шайманов); Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ (ертỹçĕ _ В. Барышников, тĕп агроном _ В. Ильин, тĕп инженер _ В. Табаков); тулли мар яваплă "Агрофирма "Булинская" пĕрлешỹ (ертỹçĕ _ С. Чаданов); Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ (ертỹçĕ Р. Санзяпов).
"Батыревский", "Звезда", "Тойсинская", "Колос", "Мир" хуçалăхсем, Е. Мартышкин, Н. Федоров фермер хуçалăхĕсем лайăх ĕçленине палăртнă.
Ака паттăрĕсем
Çур акинче хастар ĕçленĕ механизаторсене дипломпа тата премипе хавхалантарнă:
"Труд" хуçалăх механизаторне А. Яковлева. Вăл МТЗ-1221 тракторпа виçĕ сеялкăллă агрегатпа 915 гектар пĕрчĕллĕ культура акнă.
"Исток" агрофирма механизаторне Н. Тихонова, МТЗ-1221 тракторпа СЗ-5,4 маркăллă икĕ сеялкăллă агрегатпа 780 гектар тыр-пул никĕсе хывнăшăн.
Н. Федоров фермер хуçалăхĕн механизаторне А. Мадюкова, пĕр сеялкăллă СЗ-3,6 агрегатпа 560 гектар акнăшăн.
"Красное знамя" хуçалăх механизаторне Н. Глухова, Т-150 маркăллă тракторпа 1190 гектар çĕр хатĕрленĕшĕн.
"Исток" агрофирмăн трактористне В. Лампасова, çĕнĕ технологипе 300 гектар сахăр кăшманĕ акнăшăн.
Çур акинче пысăк пахалăхпа ĕçленĕшĕн тата лайăх кăтартусемшĕн çак трактористсем диплом тата преми илме тивĕçнĕ:
В. Николаев ("Колос"), И. Вахитов ("Агромир"), Н. Бельдеков ("Тойсинская"), Р. Хуснетдинов (Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ), И. Якупов ("Дуслык"), Н. Клементьев ("Звезда"), Г. Филиппов ("Малалла"), В. Горшков ("Первомайск"), П. Гаврилов ("Батыревский"), Р. Абейдуллов (Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)