20 июня 2015 г.
Каникула кашни ачах чăтăмсăррăн кĕтет. Ирĕке тухаççĕ-çке. Уроксене вĕренмелле мар, шăнкăрава кĕтесси çук. Ирпе ыйхă тăраниччен çывăрма пулать. Тĕрлĕ спорт вăййине хутшăнса выляма май пур. Шкулсенче тата ачасен сывлăхĕсене çирĕплетмелли кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Алманчăри çакнашкал лагере 35 ача çỹрет. 7, 8, 10 классенчен вĕренсе тухнисем çырăннă пĕрремĕш сменăна.
_ Ачасем лагере кăмăлтан çỹреççĕ. Ушкăнпа канма хавас. 2 отряда уйрăлнă вĕсем. Мĕн тĕрлĕ мероприяти çеç ирттерместпĕр çитĕнекен ăрупа, _ кану пирки сăмах пуçарнă май паллаштарать Н. Леонтьева лагерь начальникĕ.
Кашни кун тĕллевлĕ иртет. Вĕсемпе Н. Никитина, Н. Петров, Ю. Иванов вĕрентỹçĕ воспитательсем мĕн те пулин интересли йĕркелеççех. Раççейри Литература, Чăваш Енри К. Иванов çулталăкне халалласа Наталия Петровна сăвă вулакансен конкурсне пуçарчĕ. Ушкăнпа ял библиотекине экскурсине каяс шухăш та пур.
Юрий Николаевичпа та вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Шкул пахчинче ỹсекен пахча-çимĕç культурисен уссине кашнийĕ пĕлет, ял çумĕнчи вăрманти ỹсен-тăранпа паллаштарма та ỹркенмест биолог.
Олег Николаевич вара спорт вăййисене йĕркелеме ăста. Хускану _ пурнăç иккенне лайăх ăнланаççĕ ачасем. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çитĕнекен организмшăн кирлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ.
Кун йĕркине ахаль те çирĕп хăнăхаççĕ-ха ачасем. Лагерьте вара пушшех те. Уçă сывлăшра çул çỹреве тухса, выляса ĕшеннĕ хыççăн канаççĕ, И. Сымовапа Г. Волкова поварсем вара вĕсене тутлă апатсем пĕçерсе çитереççĕ.
Июнь уйăхĕ асра юлмалли мероприятисемпе те пуян пулчĕ. Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун асфальт çинче ỹкерчĕксем турĕç. "Ачасене савăнăç парнеле" флешмоб та кăмăла кайрĕ. Ку енĕпе Алманчăсем "Чи хавхалануллă ача-пăча уявĕ" номинацире çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Районти ачасен Акатуй-Сабантуйĕнче алă ĕçĕпе тунă япаласен выставкине хутшăнчĕç. Уяв концертне ташă-юрă та хатĕрлерĕç. Влаçри ертỹçĕсен аллинчен Хисеп грамотисем илни мĕн тери чыслă тата! Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса шкул чысне çỹле çĕклеме те кăмăллă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)