20 июня 2015 г.
Çу кунĕсем шăрăх та хĕвеллĕ пулнипе хитре. Анчах та хамăр асăрханмасан, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасан, çутçанталăкăн илемлĕ вăхăтĕнче те шар курма пулать. Хальхи вăхăтра ачасем çуллахи каникулта канаççĕ, хĕвел çинче пиçĕхеççĕ, выляççĕ... Кашни ялтах ача-пăча сасси янăраса çеç тăрать темелле. Кукашшĕ-кукамăшĕ патне хуларан килнĕ пĕчĕк "хăнасем" те пайтах. Çавăнпа та çак тапхăрта аслисен пушшех ачасемпе тимлĕ пулмалла, вĕсене куçран вĕçертмелле мар, аслисемсĕр шыв хĕррине кайни те ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухма пултарать.
Калаçăва малалла тăсса шăрăх çанталăкра вăрмана кĕрсе кăвайт чĕртме, кил-тĕрешри çỹп-çаппа типĕ курăка хуралтăсем таврашĕнче çунтарма юраманнине тепĕр хут аса илтеретпĕр. Пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни чылай чухне ỹкĕнĕçлĕ вĕçленет çеç мар, вăл пысăк штрафпа та çыхăннă. Çавăнпа та çу уйăхĕсем хуйхă-суйхăсăр та тăкаксăр иртсе кайччăр тесен пурин те вут-кăвар мĕнле инкек патне илсе пыма пултарнине манмалла мар. А. ТУКМАКОВ, районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)