20 июня 2015 г.
Чăваш Республикин кунне халалласа июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен мероприятисем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри _ "Регионсем _ чикĕсĕр килĕшỹсем" Пĕтĕм регионсем хушшинчи XXII курав. Унăн тĕллевĕ _ Раççей Федерцийĕнчи организацисем, ют çĕршывсенчи компанисем хушшинчи суту-илĕ-ве тата ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатасси, Чăваш Республикин социаллă экономика пурнăçĕпе паллаштарасси.
Кăçалхи курава Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа _ 95, Шупашкар пуçланса кайни _ 550, Аслă Çĕнтерĕве _ 70, Çĕнĕ Шупашкар никĕсленни 55 çул çитнине халалланă. Вăл Шупашкарта нумай пулмасть уçăлнă Пăр керменĕнче иртет.
Куравра строительствăпа архитектура, электротехникăпа приборсем тăвакан, хими тата çăмăл промышленность, ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность, çыхăну тата телекоммуникаци, спорт, туризм тата кану, наукăпа вĕрентỹ, массăллă информаци хатĕрĕсемпе полиграфи тата реклама, халăх ăсталăхĕн тата ытти уйрăмсем ĕçлеççĕ.
"Регионсем _ чикĕсĕр килĕшỹсем" Пĕтĕм регионсем хушшинчи XXII курава район администаци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пыракан ятарлă делегаци хутшăнать. Куравра Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, паллă çыннисемпе паллаштаракан кĕтес те пулать.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)