АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ кунта икĕ ялта пушар сỹнтернĕ!

23 июня 2015 г.

 РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 23 пушар пулнă. Вут-кăварпа çыхăннă инкексен шучĕ иртнĕ çулхинчен самай нумайрах. Иртнĕ канмалли кунсенче вара "хĕрлĕ автана" пушарниксен умлă-хыçлă икĕ кун та парăнтарма тивнĕ. Малтанхинче Тăрăнти Кутузовсен хуçалăхне вут серепинчен çăлма тивнĕ. Инспекторсем инкек сăлтавне чылай чухнехиллех вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе çыхăнтараççĕ.

Тепĕр каçхине районти "01" служба сотрудникĕсен каллех çак сăлтавпа çурçĕр иртсен Çĕнĕ Ахпỹрте тухса кайма тивнĕ. Специалист-экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, 8х24 калăпăшлă пурăнман пысăк çурта (общежити çинче пулнă-мĕн) вара такамăн ирсĕр алли шăрпăк тытса тивертсе янă. Сăмах май каласан, юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра вут тĕртнĕ тĕслĕхсем пулкаласах тăчĕç-ха. Çакă çеç тĕлĕнтерет те, шухăшлаттарать те: курайманлăхпа вĕчĕрхенĕве мĕншĕн çакнашкал инкекпе çыхăнтармалла-ши?

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика