23 июня 2015 г.
Июнĕн 20-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче "Единая Россия" партин парти шайĕнче йĕркеленĕ малтанхи сасăлавăн кандидачĕсем Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен уйрăмĕсен суйлавçисемпе тĕл пулу йĕркелерĕç.
Тĕл пулăва "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов ертсе пычĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Ку партинчен Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланассишĕн хăйсен кандидатурине 8 çын тăратнă, халăхпа курса калаçма 7ĕн килнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн çумĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Чăваш патшалăх гумантитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Афганистан вăрçин инваличĕсен Чăваш Енти уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев, "Дентамед" тулли мар яваплă обществăн тĕп врачĕ Юрий Зорин, "Базис" тулли мар яваплă общество управляющийĕ Алексей Львов, Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне суйлансан ĕçлемелли чи малтанхи программисемпе паллаштарчĕç.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче республикăри экономика аталанăвĕ çирĕпленни, спорт объекчĕсемпе ача сачĕсем хута кайни, вĕренỹри тата сывлăх сыхлавĕнчи системăсем модернизациленни халăхăн пурнăçне лайăхлатни пирки палăртса хăварчĕ.
"Единая Россия" партин программисем _ "Ача сачĕсем _ ачасене", "Раççей хулисене çĕнĕ çулсем", "Пурнăç пахалăхĕ (сывлăх)" тата ыттисем те _ Чăваш Ен халăхĕшĕн тăрăшни. Ку программăсем пурте малалла ĕçлĕç. Унсăр пуçне 2016 çулта çĕнĕ шкулсем тумалли проект хута каймалла. Пурнăçланă ĕçсене пурне те цифрăсем çирĕплетеççĕ: юлашки çулсенче çынсен вăтам пурнăçĕ 2,5 çул вăрăмланнă, вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем 18 процент, нумай ачаллă çемьесем 25 процент ỹснĕ. Чăваш Республикин çитĕнĕвĕсене Раççей шайĕнче те палăртаççĕ. Июнĕн 19-мĕшĕнче Питĕрте иртнĕ экономика форумĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин бизнеса аталанма чи лайăх условисем йĕркеленĕ Раççейри 10 регион шутне Чăваш Республики те кĕнине пĕлтернĕ.
Çавăн пекех хăйĕн докладĕнче Михаил Васильевич республикăри халăхăн пурнăç пахалăхне тата та ỹстересси правительствăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Тăван çĕршывăмăрăн малашлăхĕ, социаллă сферăна аталантарасси квалификациллĕ кадрсем пулнинчен нумай килет. Çак кадрсенчен команда йĕркелесе Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн тăрăшмаллине каларĕ М. Игнатьев.
Пирĕн республикăра ял хуçалăхне аталанма пулăшасси те çỹллĕ шайра. Экономикăри йывăр условисене пăхмасăрах пулăшу 11 процент ỹссе 2 млрд та 700 млн çитнĕ. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджетĕнчи вĕренỹ сферине инвестицилес статья та юлашки вырăнта мар. Михаил Васильевич сăмахĕ тăрăх, бюджетăн 1Ỹ3 пайне вĕренĕве хывнă. Унсăр пуçне учительсен йышне "çамрăклатасси", ытларах рабочи профессисене çỹллĕ шая çĕклесси малта пулмалла.
Ытти кандитатсен программисем те республика çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, ватăсемпе çитĕнекен ăрăва кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăрмалли пирки пулчĕç.
Кашни кандидат тухса калаçнă хыççăн залри халăх ыйтусем пачĕ, тивĕçлĕ хурав илчĕ.
Тĕл пулу вĕçĕнче малтанхи рейтинг сасăлавĕ пулчĕ (ỹкерчĕкре). Сасăлава хутшăннă 200 çынтан 194шĕ Михаил Васильевич Игнатьевшăн пулчĕ. М. Игнатьев хăйне шаннăшăн пурне те тав турĕ. "Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн умма лартнă задачăсене тăрăшса пурнăçлатпăр. Ку вăл республикăри кашни çемьере тăнăçлăх тăвассишĕн, кашни çын телейĕшĕн тăрăшни", _ пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.
Н. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)