23 июня 2015 г.
Июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни 74 çул çитрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 8377 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 6 пин салтак йывăр сурансене пула яланлăхах куçĕсене хупнă. Чылайăшĕ вара хыпарсăр çухалнă.
Вăрçă участникĕсемпе шкулсенче тăтăшах тĕл пулусем йĕркелеççĕ, вĕсен аса илĕвĕсене çырса пыраççĕ, музейсем валли материалсем хатĕрлеççĕ тата ытти те. Патăрьелсем хăйсен паттăрлăхĕпе чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Анат Туçари Совет Союзĕн Геройĕ П. Кузнецов, Сăкăтри П. Кариков разведчик, Патăрьелĕнчи А. Табаковпа Шăнкăртамри Б. Тухфетуллов Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕсем тата ытти паттăр салтаксем пирки район халăхĕ лайăх пĕлет.
Паянхи кун пирĕн йышри паттăрсен йышĕ чаксах пырать. Районта та вĕсем 40 ытла çеç юлчĕç. Патăрьелĕнче вара 4: В. Владимиров, В. Воробьев, П. Киргизов, В. Седойкин.
Паттăрсем патне тимлĕх уйăрасси ỹссех пырать.
Июнĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи палăк умне район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, вырăнсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, уйрăм çынсем çутă пурнăçшăн тăрăшса пуç хунисене чыс тума митинга пуçтарăннă.
_ Çав синкерлĕ куна эпир нихăçан та манмастпăр. Çĕршывшăн йывăр çулсенче пирĕн малашнехи мирлĕ пурнăçшăн вăрçă хирне выртса юлнă паттăрсене, тылра ырми-канми тăрăшнă хастарсене яланах асра тытăпăр,_ терĕ район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек кăшăлĕ хунă май. Николай Иванович сăмахне çирĕплетсе ыттисем те чĕрĕ чечексем хучĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)