АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех пушар, каллех типшар!

27 июня 2015 г.

Сăлтавĕ _ шăрпăкпа ашкăнни РАЙОНТИ пушар надзорĕн инспекторĕсем çул çитмен ачасене килте хăйсем тĕллĕн пăрахса хăвармалла мар пирки аса илтерсех тăраççĕ пулин те, аслисем çакна вырăна хурасшăнах мар курăнать. Инкек хăйсем çумĕпе çеç иртсе кайĕ теççĕ-ши? Пурнăçра вара лару-тăру яланах эпир кĕтнĕ пек çаврăнса тухмасть. Кăçалхи çăва кĕнĕренпе çеç шăпăрлансем шăрпăкпа ашкăннипе иккĕмĕш хут кил-çурт кĕл купине çаврăнчĕ темелле. Пĕрремĕшĕнче вăл Тутар Сăкăтсене ура çине тăратрĕ, хальхинче вара каллех (хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕрремĕш пушар пирки çырнăччĕ) Тăрăнсен сехрине хăпартрĕ. Бородкинсен кил-çурчĕ тăр кăнтăрлах хăрушă вут серепине çакланнă. Хăйсем тĕллĕн çеç хăварнă виçĕ ача (иккĕшĕ тăватă, пĕри çичĕ çулта) верандăра ларакан чăрăша шăрпăкпа тивертнĕ имĕш. Хăйсен ăсĕпе тем тăвасшăн пулнă ĕнтĕ? Вут алли вара вăрăмланнăçемĕн вăрăмланса пынă... Юрать-ха, инкек синкерлĕ вĕçленмен, тăкакĕсене те кăштах саплаштарма май пур _ çурт-йĕре инкек-синкекрен страхланă. Ачасем сиенленменни те телей.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика