27 июня 2015 г.
Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта "Регионсем: экономика ỹсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем" VIII экономика форумĕ уçăлнă. Унта Итали, Япони, Турци, Англи, Беларуç, Раççей регионĕсен делегацийĕсем хутшăннă.
"Шупашкарта çуллен экономика форумне ирттересси Чăваш Ен пурнăçне кĕрсе вырнаçрĕ. Унта ĕçлĕ çынсем пуçтарăнаççĕ. Чăваш Ен пуриншĕн те уçă регион пулнине, ỹсĕмлĕн аталаннине, унта инженери, телекоммуникаци, транспорт инфратытăмне хывнине, республикăн инвестици климачĕ илĕртỹллине тĕнчене пĕлтересси _ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ,_ тенĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев._ Иртнĕ эрнере Санкт-Петербургра пулнă Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче федераци субъекчĕсен инвестици климачĕн рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. Бизнеса ирĕккĕн аталантарма май тунă 10 регион хушшинче Чăваш Ен те пур. Эпир 9-мĕш вырăн йышăнтăмăр".
М. Игнатьев юлашки çулсенче тĕрлĕ отрасльти специалистсен квалификацине ỹстерес, çамрăксенчен производствăра кирлĕ кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕçлени çинчен каласа панă, хăнасене республика промышленноçĕ туса кăларакан продукципе, вăтам тата пĕчĕк бизнес ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă, кăçалхи пысăк тĕллевсем çинчен пĕлтернĕ.
РФ Федераци Канашĕн ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев Раççей экономикине вăй парса тăракан хăватсем Мускавпа Санкт-Петербургра мар, регионсенче вырнаçнине палăртнă.
Форума хак паракансем, унăн пĕлтерĕшне пысăка хуракансем йышлăн пулнă. Халăхсен хушшинчи RAEX ушкăн правленийĕн председателĕ Дмитрий Гришанков федерацин нумай субъекчĕпе танлаштарсан Чăваш Ен малти вырăнсенче тăнине пĕлтернĕ, М. Игнатьева 2015 çулшăн Чăваш Ен пĕтĕм тĕнчери наци хаклавĕн рейтингне тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство парса чыс тунă. "Хыпар" хаçатран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)