АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуралнă кунпа сана тăван республика

27 июня 2015 г.

(Вĕçĕ, пуçламăшĕ 1 стр.).

Канаш енри Республика Кунне Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа пĕрлех РФ Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Раççей Геройĕ, ЧР хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, вице-премьер _ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Канаш районĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Иван Ивановпа Владислав Софронов хутшăннă.

Уявра район çитĕнĕвне пĕтĕмлетнĕ, ĕç паттăрĕсене чысланă, юрă-ташăра савăннă, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă...

Юрă юхнă ян! та ян!

Шупашкарти тĕп лапамра та çак кунхине уяв савăнăçĕ мĕн каçченех тăсăлнă. Пĕтĕм чăвашсен III Акатуйне уçнă хыççăн кăнтăрла 12 сехетре хулари А. Николаев космонавт ячĕллĕ паркра "Ман çĕршыв _ манăн республика" ятпа уяв программи пуçланнă. Çав вăхăтрах Хĕрлĕ тỹремре Чăваш Республикин наципе культура пĕрлешĕвĕсен творчество коллективĕсен XIVфестивалĕнче тата Лакрей вăрманĕнчи культурăпа кану паркĕнче "Раççей çăлкуçĕсем" фестивалĕнче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарнă.

Пĕтĕм чăвашсен Шупашкарти аслă уявне _ Хĕрлĕ тỹремри Акатуйне _ тĕп сцена çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов уçнă. Хула çыннисемпе аякран та çывăхран килнĕ хăнасене Республика Кунĕ ячĕпе саламланă май пурне те çурхи уй-хир ĕçĕсене тивĕçлипе ирттерсе янăшăн тав тунă, малашне те халăхсем хушшинчи туслă çыхăнăва малалла тăсма, хамăрăн йăла-йĕркесене пăхăнса пурăнма ырă суннă.

Акатуйри сцена çинче вăтăр ытла творчество ансамблĕсем тухса хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Чăвашсемпе юнашарах Тутарстанран, Пушкăртран, Оренбург, Саратов, Самар облаçĕсенчен килнĕ хăнасем те республика савăнăçне пĕрле пайланă.

Юхма ен хастарĕсем _ Республика Кунĕнче

Вулакансене маларах пĕлтернĕ пекех, Чăваш Енĕн çуралнă кунне яланхи пекех район ертỹçисемпе уйрăм хастарсемсĕр пуçне Юхма Ен артисчĕсен пысăк ушкăнĕ те хапăл тунă: Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ Культура ĕçченĕ А. Шакин ертсе пыракан юрăпа ташă ансамблĕ, Шăхачри ирçесен "Умарина" (ертỹçи Н. Стефейкин), Аслă Чементи "Чемен" (ертỹçи А.Гаврилов) тата Первомайскинчи "Шуçăм" (ертỹçи ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Фролов). Пирĕн артистсем чăн малтанах Аннелĕх палăкĕ умĕнчи лапамра йĕркеленĕ вăйă картине хутшăннă, ун хыççăн районти культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ тĕп сценăна йышăннă, куракансене "Пĕрле ỹснĕ тантăшсем" сюитăпа тĕлĕнтернĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепех Патăрьелсем те уявра хăйсен юр-варĕпе çеç мар, халăхăн йăли-йĕркипе, алă ĕçне кăтартакан экспонатсемпе те тĕлĕнтернĕ. Республика Кунне хапăл тунисем "Патăрьел Ен" çурта кĕрсе тухмасăр та, кăпăклă сăрипе çавра çăкăрне тутанмасăр та иртсе кайман. Ахальтен мар ĕнтĕ Оренбург чăвашĕсем Юхма Ен хĕрĕсемпе арĕсене тарават та уçă кăмăллă, пултаруллă та юрра-ташша маçтăр пулнăшăн тав тунă, пирĕн артистсемпе пĕрлех юрланă-ташлăнă, савăннă...

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика