АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа чемпионачĕ Хыççăнхи шухăшсем

27 июня 2015 г.

В. НИКИТИН, Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн тренерĕ, хамăрăн ентеш:

_ Республика тĕп хулинче, Шупашкарта, çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ иртни кашни çыншăн, уйрăмах спортсменсемшĕн, пысăк мăнаçлăх тесе шутлатăп. Мана вара çакнашкал пысăк ăмăртура куракан вырăнĕнче çеç мар, судья ролĕнче те хутшăнма тиврĕ. Эпир ытти тỹресемпе пĕрле шăчăпа çỹллĕшне сикнине йĕрлесе тăтăмăр.

Çакнашкал пысăк спорт тупăшăвĕнче эпĕ пĕрремĕш хут мар. Маларахри çулсенче Хусанта иртнĕ универсиадăра, Сочинчи паралимпиадăра судья пулса спортсменсен çитĕнĕвне сăнанă, хак панă.

Хальхи вăхăтра вара эпир Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнчи çамрăк çăмăл атлетсемпе çĕнĕ çитĕнỹсем тума хатĕрленетпĕр.

А. МОИСЕЕВ, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Чемпионата хамăр коллективпа (вунă çын) икĕ кун та хутшăнтăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен чăнах та пирĕн Чăваш çĕршывĕнче Европа шайĕнчи пысăк ăмăрту иртни _ пирĕн правительство ĕçне хак паниех. Паллă спортсменсене хамăр куçпа курни, Раççей командине çемьепе, коллективпа, уйрăмшарăн та килсе çĕнтерме хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Чемпионат пысăк шайра иртнине Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко та палăртрĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе тав сăмахĕ те каларĕ.

Çапах та манăн "Олимпийский" стадионта тата ытларах çын курас килетчĕ. Малтанхи кунĕнче пушă вырăнсем нумайрах пулни кăштах пăшăрхантарчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика