01 июля 2015 г.
ÇАПЛА, шăрăх та типĕ çанталăкра шывра ишсе киленме, çан-çурăма уçăлтарма çеç мар, асăрханмасан, инкек курма та пулать. Уйрăмах тарăн та пысăк юханшывсенче ишнĕ чухне тимлĕ пулмалла. Унсăрăн пăтăрмах сиксе тухасси те çавăнтах. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекен каччăн пурнăçĕ шăпах хăй асăрханманнипе татăлнă. Çамрăк йĕкĕт шыва тепĕр хут сикнĕ чухне те малтанхи пекех çăмăллăн ишсе тухăп тенĕ-тĕр те çав...
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, çу уйăхăн шăрăх та типĕ, ăша çунтаркан кунĕсем малашĕ-ха. Çавăнпа та уйрăмах ачасене хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине яма тăрăшмалла мар. Инкек куçа курăнса килмест пулин те, пĕр хутчен çеç сиксе тухать. Вăл синкерлĕхпе вĕçленесси вара ытларах хамăртан килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)