01 июля 2015 г.
ÇАК кунсенче Сĕнтĕрвăрринчи гимназире республикăри краеведсемпе туристсен слечĕ иртнĕ. "Манăн пĕчĕк çĕршыв" ятпа йĕркеленĕ тупăшăва яланхиллех географи учителĕсемпе преподавателĕсем хутшăннă.
Хастарсем малтанхи çулсенчи пекех (кăçалхипе улттăмĕш хут йĕркеленĕ) туристсен маршрутне лайăх пĕлессипе, юрăпа викторинăсен конкурсĕпе, тĕрлĕрен чăрмавсене парăнтарассипе тата ыттипе те хăйсен пултарулăхĕпе маçтăрлăхне тĕрĕсленĕ. Азимута тĕрĕс чухласа снайпера тупасси те конкурс условийĕнчех пулнă.
Сакăр командăран хăйсен професси ăсталăхне кăтартакансем пĕринчен тепри кăтартуллăран малти вырăна çĕнсе илме те çăмăлах çаврăнса тухман. Çапах та Патăрьелсен географĕсем хальхинче те пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Команда чысне хỹтĕленĕ Л. Карягина (Туçа), А. Кузнецована (Патăрьел), С. Елкина (Сăкăт), С. Кальметовпа А. Салмина (Патăрьел), Н. Тихонована (Çĕньял), Н. Янаслована (Первомайски), Л. Кошкинана (Кивĕ Ахпỹрт) тав сăмахĕ каламалăх пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)