01 июля 2015 г.
Республикăри "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййисем кăçалхипе 47-мĕш хут пулчĕç. Патăрьел тăрăхĕнчи "Солнечная" уçланкăра вара виççĕмĕш çул умлă-хыçлах финалти ăмăртусем иртрĕç. Вăйăсене июнĕн 26-мĕшĕнче уçрĕç.
Çамрăк армеецсене саламлама район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Петрова, çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлекен, чĕнекен тата пуçтаракан пай начальникĕ С. Козюра, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, районти воин-интернационалистсем тата ыттисем те хутшăнчĕç, çитĕнекен ăрăва тупăшусенче хастарлăх, паттăрлăх, тарăн шухăшлав, чăтăмлăх, тавçăрулăх сунчĕç. Кашнийĕ хăйсен районĕсен чысне хỹтĕлесси куç кĕретех ĕнтĕ.
Н. Глухов вара республикăри çамрăк армеецсем тĕнчен çакнашкал илĕртмĕш кĕтесне кăмăлтан килнишĕн савăннине пытармарĕ. Уçланкăра вырнаçма та меллĕ, уçă сывлăшĕ мĕне тăрать. Патăрьелсем хăнасене тарават пулнине те палăртмалла. Тăван енте хамăрăн та çитĕнỹсем пулаççех. Патăрьелсем хăйсен ăсталăхне çулсерен кăтартаççĕ. 2013 çулта, акă, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкулсен, професси училищин коллективĕсем финалти ăмăртусенче республика призерĕсем пулчĕç. "Зарница" ушкăнра иккĕмĕш вăтам шкул çамрăкĕсем мала тухрĕç (ертỹçи В. Антипов, отделени командирĕ С. Быков). Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул "Орленок" ушкăнра картлашкан иккĕмĕш пъедесталне хăпарчĕ (ертỹçи Ю. Васюткин, командирĕ Г. Мухутдинова). Професси училищисем хушшинче вара Патăрьелсем каллех иккĕмĕш вырăнпа савăнтарчĕç (руководителĕ А. Адикин, командирĕ Е. Курицын).
Атăлçи федераллă округра республика чысне хỹтĕлеме вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул команди тивĕç пулчĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкул команди те Раççей шайĕнчи çакнашкал тупăшăва тухса курнă.
Уçланкăра чи лайăххишĕн кĕрешме 75 команда хутшăнчĕ. Конкурслă 5 кунта вĕсем тĕрлĕ йывăрлăх урлă тухрĕç. Çав шутра делегаци ертỹçисен (педагог-преподавательсен) конкурсĕ те пулчĕ.
Июнĕн 29-мĕшĕнче района Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан М. Игнатьев килчĕ. Вăл та финалти ăмăртусене хупнă çĕре хутшăнчĕ.
"Çамрăксен вăййисем патриотизма ỹстерме, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçе хăнăхма та пулăшаççĕ. Шăрăхĕ хăйне май чăтăмлăха ỹстерме хистет. Уçă сывлăшри салтак пăтти пурне те килĕшет. Çакнашкал хăнăху йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, пурнăçра вăл кирлех те,_ палăртрĕ Михаил Васильевич._ Эсир çĕршыв историне пĕлмеллех. Унпа мухтанма тивĕçлĕ. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине паллă турăмăр".
Чăваш Республикин çар комиссарĕ А. Мокрушин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн членĕ В. Николаев, вĕрентỹ министрĕ В. Иванов та ăшă сăмахсем нумай каларĕç.
"Зарница" тата "Орленокăн" финалти ăмăртăвĕсем хăйне куна ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпе шкулсенче тата патриотла клубсенче мĕн-мĕн тунине кăтартаççĕ. Пĕлỹ çурчĕсенче иртнĕ тапхăрта 200 ытла ăсталăх, практика, теори конкурсĕсене 30 пин ытла çитĕнекен ăру хутшăннă. Шкулсен, училищĕсен, техникумсен пĕрремĕш тапхăрĕсенче çĕнтернисем районти, хулари ăмăртусене (5 пин ытлан) явăçнă. Кăçалхи июнĕн 25-29-мĕшĕсенче "Солнечная" уçланкăра пынине вара пин ытла çамрăк килнĕ.
Шутлă кунсем час иртрĕç. "Зарница" ушкăнра пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди тухрĕ. "Орленоксенчен" харсăрсем вара Çĕрпỹ районĕнчен пулчĕç. Кадет класĕсенчен Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем палăрчĕç. Çарпа патриотла клуб Муркашри вăтам шкулта харсăр ĕçлет иккен. Патăрьелĕнчи агротехникумра вĕренекенсем те район чысне çỹле çĕклерĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсем М. Игнатьев аллинчен кубоксем, участникĕсем медальсем илчĕç.
Пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем республика чысне Атăлçи федераллă округра хỹтĕлĕç. Ăнăçусем сунатпăр вĕсене.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)