01 июля 2015 г.
Республика кунне халалласа июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен Шупашкарта "Регионсем _ чикĕсĕр килĕшỹсем" Пĕтĕм регионсем хушшинчи курав иртнĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă. Район, унта çулленех хутшăннă май, Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне цифрăсемпе тата фактсемпе çирĕплетекен, сăн ỹкерчĕксемлĕ, Раççейри Литература тата Чăваш Енри К. Иванов çулталăкне, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалланă ятарлă кĕтес те хатĕрленĕ. Патăрьелсем патне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М. Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх органĕн влаçĕн представителĕсем, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ентешсем çитсе курнă. Хăнасем район пурнăçĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, аталанăвĕпе кăсăкланнă, сăн ỹкерчĕксене пăхнă.
Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)