АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта _ чрезвычайлă лару-тăру

01 июля 2015 г.

Июнĕн 26-мĕшĕнче районта чрезвычайлă лару-тăрăва ликвидацилессипе тата пушар тухас хăрушлăха сирессипе ĕçлекен комисси председателĕ _ район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен начальникĕ М. Калмыков ертсе пынипе канашлу иртнĕ. Унта "Красное знамя", "Батыревский", "Исток", "Труд" хуçалăхсен ертỹçисем, Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи "Российский сельскохозяйственный центр" учрежденин начальникĕ О. Глухов та хутшăннă.

Ларура ял хуçалăх тата фермер предприятийĕсене шăрăх та типĕ çанталăк кỹнĕ тăкак пирки сăмах хускатнă. Çакăн пирки М. Калмыков тата райадминистрацин ятарлă программисен пай начальникĕ Г. Каллин тухса калаçнă. Мансур Минивелиевич район администраци ячĕпе июнĕн 22-мĕшĕнче "Верхне-Волжское УГМС" учрежденин Чăваш Енри филиалĕнчен çыру килнине, унта Патăрьелĕнчи метеостанци кăтартăвĕсем тăрăх, июнĕн 18-мĕшĕ тĕлне тăпра типсех кайнине пĕлтернĕ. Çĕрĕн сухалакан сийĕнче нỹр виçĕ декада хушшинче те 10 миллиметртан нумай пулман. "Синоптиксен кăтартăвĕсемпе июнĕн 23-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче вăхăтран-вăхăта çумăр çукаламаллаччĕ, анчах пирĕн тăрăхра ỹкмерĕ, çавăнпа та акнă-лартнă культурăсене упраса хăварассишĕн тăрăшмалла", _ тенĕ М. Калмыков.

Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи "Российский сельскохозяйственный центр" учрежденин начальникĕ О. Глухов ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен хирĕсене пăхса çаврăннă хыççăн çурхи культурăсен аялти çулçисем сарăхнине, пĕрчĕллĕ культурăсем пуç сăхма пикеннине, тунисем пĕлтĕрхинчен кĕскереххине, каярах акнисем ỹсмесĕр ларнине, хурт-кăпшанкă вăйлă ĕрченине палăртнă. Ỹсен-тăрана çулçă тăрăх апатлантарасси, ял хуçалăх культурисене сиенлекенсене хими препарачĕпе сапасси, вăйлăрах сиенленнĕ лаптăксенчи культурăсене сенажа хурасси пирки сăмах хускатнă.

Ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне районти ял хуçалăх предприятийĕсене çитме, типĕ çанталăк кỹнĕ тăкаксене палăртма хушнă, комисси туса хунă.

"Шăмăршă лесничестви" учрежденин директорĕ В. Глухов хăйĕн калаçăвĕнче вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăккине, çавна май халăха асăрхаттаракан аншлагсем, кĕме чаракан шлагбаумсем вырнаçтарнине, патрульсем çỹренине, вышкăсенчен сăнав йĕркеленине пĕлтернĕ.

Комисси районта чрезвычайлă лару-тăру пулнине палăртнă, ăна район администрацийĕ постановленипех çирĕплетнĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика