АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Витесене _ юсама вăхăт

01 июля 2015 г.

Выльăх-чĕрлĕх кĕтỹре çỹренĕ, çуллахи лагерьте пулнă май фермăсене юсама та вăхăт. Стенасене, урайне, картишне кирлĕ мар япаласенчен тасатмалла, дезинфекцилемелле.

Дезинфекцие çу каçиччен икĕ хут туса ирттермелле: выльăхсене кĕтĕве кăларнă хыççăн тата кĕртес умĕн. Кайран шал тата тулаш енчен акшар чулĕпе (известьпе) шуратмалла, шалти стенасене вăхăтран-вăхăта çĕнетсех тăмалла.

Дезинфекцие çирĕплетнĕ инструкци правилипе тумалла. Профилактикăлла дезинфекци тунă чухне дезрастворăн хутăшĕ 2 _ 2,5 процентран, шĕвек температури 75-80 градус ăшăран кая пулмалла мар. Пĕр литрпа пĕр тăваткал метр сапмалла. Ĕнесем пăрулакан, сыснасем çăвăрлакан уйрăмсене дезинфекцие чир-чĕр пĕтернĕ чухнехи пекех тусан усси пысăк пулать. Дезинфекци пахалăхне ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, начар пулсан çĕнĕрен тутарттараççĕ.

Чир-чĕре, уйрăмах сикекеннисене, профилактикăлла ĕçсене тусан çеç ирттерсе яма пулнине яланах асра тытмалла. Дезинфекци ирттерме укçа хĕрхенсен тата та ытларах тăкак курма пулать. Пĕр-пĕр чир ерсен, çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларсан хуçалăха карантина хупаççĕ. Темиçе хут та дезинфекци тума, эмелсем, вакцинăсем туянма тивет, хуçалăх экономики йывăрлăха кĕрсе ỹкет, ертỹçĕсене саккунпа айăплама пултараççĕ.

Ветеринарипе санитари йĕркисене "Звезда", "Красное знамя", "Труд", "Исток", "Батыревский", "Тойсинская" хуçалăхсенче пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ.

Африка чуми те пире пăшăрхантарать. Фермăсене ют çынсене кĕртме юрамасть. Выльăх апачĕ, выльăх, кайăк-кĕшĕк е вĕсен продукцине вырăнти ветеринари участокĕсенче, ветстанцисенче ĕçлекенсем ирĕк парсан çеç туянма е сутма юрать.

Р. АЗИЗОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринарипе санитари ĕçĕсене йĕркелесе пыракан врач

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика