04 июля 2015 г.
Сĕт Июнĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енти телерадиокомпани ертỹçисемпе республикăри тата районти массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç. Хаçат пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетме пикениччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов творчество каçалăкĕнче палăрмаллах ỹсĕм тунă журналистсене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене парса чысларĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн "Авангард" хаçат ĕçченĕсем те пур.
Калем ăстисен умне лартнă кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен Республика Пуçлăхĕн тата самоуправлени органĕн суйлавĕ. Хаçатçăсен тĕп тĕллевĕ кашни информацие оперативлă та тĕрĕс çутатасси, ăна халăх патне вăхăтра илсе çитересси пулмалла. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков суйлав умĕнхи хăш-пĕр самантсемпе паллаштарнă хыççăн пичет министрĕ СМИ представителĕсем умне шăпах çак ыйтусене лартрĕ те. Тĕрĕссипе вара вырăнсенче тухса тăракан хаçатсем яланах район тĕкĕрĕ вырăнĕнче пулнă. Хамăр тăрăхра, çав вăхăтрах республикăра иртекен тĕп мероприятисем, çитĕнỹсем, çĕнĕлĕхсем пирки тăтăшах халăха пĕлтерсе тăнă. Çирĕп йĕрке малашне те çаплах пулĕ.
Редакторсен кунĕнче хускатнă тепĕр ыйту _ çырăнтару кампанийĕн итогĕсем. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем хура списока лекменни кăмăллă. Вулакансен пулăшăвĕпе эпир патшалăх заказĕн планне тултартăмăр. Паян хаçат районти 4675 çемьене саланать. Хальхи çырăнтару хăйнеевĕрлĕхĕсенчен пĕри _ альтернативлă çырăнтару ỹсни. Урăхла каласан, Созпичет киоскĕсемпе хамăр кантура килсе илсе тăмалли условипе 368 çемье килĕшнĕ. Коллективсенчен Патăрьелĕнчи тĕп больница, райадминистрацин вĕрентỹ уйрăмĕ, пушар надзорĕ, прокуратура, ГИБДД уйрăмĕ, тĕп аптека, "Столичный" КПК, Перекет тата "Россельхозбанк", Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкул тата ытти хăш-пĕр кантурсенче тăрăшакансем пирĕн "чун апатне" вулама хапăл туни савăнтарать. Çав хушăрах хăш-пĕр организацисемпе предприятисем хаçата кирлех мар япала вырăнне хуни пăшăрхантарать те. Юлашкинчен хамăрăн вулакансене, пирĕн пата çырса тăракансене пысăк пулăшушăн тав сăмахĕ калас килет. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, сывлăхăр ан иксĕлтĕр.
Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)