АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ пăшăрхантарать

04 июля 2015 г.

 Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ халь сĕт укçипе саплашăнса пурăнать. Хуçалăха тытса пырас тесех пĕр ĕне кăна мар, иккĕ-виççĕ е ытларах та тытаççĕ.

Пысăк выльăха пăхма та çăмăлах мар: ирхи тутлă ыйхăна татса сĕт сума тухмалла, тислĕкне тасатмалла, шăвармалла... Çулла хĕлле валли апат çителĕклĕ пултăр тесен ырми-канми ĕçлемелле. Утă хатĕрлессине ансат тесе калаймăн _ тарламалăх пур. Ĕçленине кура сĕтне те хаклăрах сутас килет. Хĕлле вăл аванах пысăк-ха, пĕр литрĕ 20 тенкĕрен те иртет. Çулла чакса та чакса пырать _ икĕ хут та йỹнелет! Хальхи вăхăтра 11-13 тенкĕпе кăна пухаççĕ. Çакна ĕнесем симĕс курăк çинче çỹренипе, сăвăм палăрмаллах ỹснипе çыхăнтараççĕ. Сивĕсенче, шăпах ĕнесем пăруланă вăхăтра, заводсем продукци çителĕксĕррипе нушаланаççĕ пулсан, халь ытлашшипе йышăнмасан та пултараççĕ иккен. Хака палăртаканнисем вара шăпах вĕсем.

Шурă шĕвеке пахалăхне кура тỹлесси пирки правительство шайĕнче те çивĕч калаçаççĕ. Чăнах та, сĕт туянакан предпринимательсем ялсенчен сĕт пухакансене шăпах çу хисепне кура тỹлеççĕ. Анчах пахалăхне кура укçа парас тесен тĕрĕслемелли аппарат та кирлĕ. Вăл вара вĕсен çук. Çавăн пекех ятарлă килĕшỹ те çырмалла. Паянччен ăна Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕ кăна сĕт сутакансемпе тунă. Ыттисем вара васкамаççĕ. _

Сĕте çу хисепне кура тỹлес тесен шутласа пама пире бухгалтер кирлĕ. Эпир шурă шĕвеке пухассипе кăна ĕçлетпĕр-çке. Тата тепĕр япала та пур: хăшĕ-пĕри таса сĕтех, шыв пĕр курка та хушманнинех, тухса парать. Пĕрех çу хисепĕ пĕчĕк. Пур ĕнен те сĕчĕ пĕр пек мар. Вĕсемпе вара мĕнле татăлмалла? Çакă та пăшăрхантарать, _ терĕ пĕр предприниматель. Шухăшласан, вăл та тĕрĕсех калать.

Сĕт хакĕпе республика ертỹçисем те кăсăклансах тăраççĕ. Çавăнпа та йĕрке пуласса ял халăхĕ шансах тăрать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика