04 июля 2015 г.
Ĕнер, июлĕн 3-мĕшĕнче, районти ГИБДД сотрудникĕсен професси уявĕ пулчĕ. Йĕрке хуралĕн çăмăл мар службинче тăрăшакансене, çак яваплă ĕçрен тивĕçлĕ канăва тухнисене салам сăмахĕ çитернĕ май, чăн малтанах пурне те çирĕп сывлăх, хавхаланса ĕçлеме пысăк кăмăл сунатăп.
Паян пирĕн инспекторсен йышĕ пысăк мар: К. Платонов аслă лейтенант, В. Смирновпа А. Назаров лейтенантсем, А. Герасимов кĕçĕн лейтенант. Пĕчĕк ушкăнпах пысăк ĕç тума, çул çинчи йĕркелĕхпе тирпейлĕхе тытса пыма тивет. Полици сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама, çул-йĕр культурине ỹстерме тăрăшаççĕ. Кăçалхи ултă уйăхра, сăмахран, аварисен шучĕ чакрĕ: 17 инкекре виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 33-шĕ аманнă. Ỹсĕрле авари тăвакансем сайрални те, ачасемпе пулакан инкексем сахалланни те пирĕн инспекторсен ĕç результачех тесе калас килет. Ĕç кăтартăвне лайăхлатас, çул çинче пулакан пăтăрмахсене чакарас тĕллевпе эпир тăтăшах тĕрлĕрен операцине хастар хутшăнатпăр, вырăнсене тухса халăхпа тĕлпулусем йĕркелетпĕр, тĕрлĕрен профилактика ĕçĕ ирттеретпĕр. Тăрăшнин вара усси пурах.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальникĕ, полици майорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)