АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТЫЛ ĕçЧЕНĕ

04 июля 2015 г.

Кăçал вăрçă вĕçленни 70 çул çитрĕ. Хаяр çапăçусене кĕнисен шучĕ ялсенче пĕрре е иккĕ, е пачах та çук. Çапах та çĕнтерĕве çывхартма, тăшмана тĕп тума тыл ĕçченĕсен пулăшăвĕсĕр ниепле те май пулман. Пĕтĕм йывăрлăх ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Вĕсем фронта апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, хĕç пăшал ăсатнă.

Вăрçă пуçланнă чухне 10-15 çулта пулнă ачасем паян саккăрмĕш теçетке урлă та каçнă. Ветерансен сывлăхĕ те чаплах мар, вăй-халĕ те çителĕклех мар. Çапах та чун-чĕрипе патвар-ха вĕсем. Аса илĕвĕсем те çирĕп. Эпĕ сире Н. Беззубовпа паллаштарасшăн. Совет Союзĕ çине фашистсем тапăнса кĕнĕ чухне вăл 12 çулти ача пулнă...

_ Эпĕ 1929 çулта Анат Туçа ялĕнче çуралнă, _ çапла пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне Николай Михайлович. _ Шăпах çав çулсенче ялта колхозсем йĕркеленнĕ. Пирĕн атте чи малтан кĕрекеннисен шутĕнче пулнă. Ялта пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр тимрĕç пулнă вăл. Анчах 1933 çулта сасартăк вилсе кайрĕ. Анне 5 ачапа пĕччен тăрса юлчĕ. Манран асли _ аппа, ыттисем кĕçĕнрехчĕ. Ах, ытла йывăрччĕ ун чухне пурнăç. Ас тăватăп, çимелли çук, анне типĕтнĕ курăк авăртатчĕ те крахмал хушатчĕ, çавна çиеттĕмĕр. Выçăпах пулĕ кашни çул пĕрер ача вилсе пыратчĕ...

Иккĕмĕш аттене вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех повестка пачĕç. Мускава хỹтĕленĕ çĕрте пуçне хуни пирки хут килчĕ.

Шкула 7 çул тултарсан кайнăччĕ. Шăпах кĕçĕн класран вĕренсе тухни çинчен экзамен тытнă вăхăтра вăрçă пуçланчĕ. Урăх парта хушшине лараймарăм. Вăй питти арçынсем пурте тăшманпа çапăçма тухса кайса пĕтрĕç. Колхозра лайăх лашасем те юлмарĕç. Пире çамрăксене вăкăрсене кỹлме вĕрентме хушрĕç. Кайран вара вĕсемпе ака та тунă, тырă вырса пĕтерсен çĕмелсемпе суратсене йĕтем çине турттарнă. Çапнă тырра та Пăва хулине вăкăрсемпех леçнĕ. Хĕлле вара вутă илсе килнĕ. Мĕскĕнсем ывăнатчĕç пуль те, çурма çултах çул çине выртатчĕç. Тăратма та май çукчĕ. Выльăх умĕнче кăшкăрса йĕнисем те пулнă. Хĕллехи кун шăнса хытсах каяттăмăр. Çири тумтир те ун чухне йĕркеллĕ пулман вĕт-ха... Вăрçă пĕтес умĕн колхозра юлнă начар лашасем хăмланă тихасем ỹсме пуçларĕç, вĕсене кỹлме пикентĕмĕр. Аманнă салтаксем таврăнма тытăнчĕç. Колхоза жнейка, МТСран урапаллă тракторпа МКА-1100 молотилка пачĕç. Алă-ура çăмăллансах кайрĕ.

Вăрçă вĕçленсен колхоз 22 лаша вăйлĕ икĕ двигатель туянчĕ. Нефтянка тетчĕç ăна. Пĕринпе яла çутă паратчĕç, теприне йĕтем çине молотилка çавăрттарма вырнаçтарчĕç. Ĕçлеме пĕлекенсем çукпа пĕрехчĕ, вара мана пĕрне шанса пачĕç. Колхоз председателĕ М. Долгов çар комиссариатне кайса маншăн хут тутарттарса килчĕ. Ялта та халь çартинчен кая мар тенĕ имĕш. Çапла хăтарчĕç мана салтак службинчен. Йĕтем çинчипе те, электростанцинчипе те хамăнах тăрăшма тиветчĕ. Майĕпен тата хăватлăрах двигательсем туянчĕ колхоз. Вĕсене А. Торговцевпа, С. Торговцевпа, Г. Жеребцовпа пăхса тăраттăмăр. Пирĕн хушăмăрта нихăçан та харкашу, ăнланманлăх пулман, килĕштерсе вăй хунă. Çĕннине яланах хапăл йышăннă, пĕлменнине пĕлме тăрăшнă.

Колхозра кантăр ỹстеретчĕç. Ĕçĕ питĕ йывăр унăн. Çапах та колхоза тупăшне те аванах кĕртетчĕ. Кантăр тыллакан, сỹс тăвакан техника илсе килчĕç. Каллех вĕсемпе ĕçлеме пире шанса пачĕç. Каярах хуçалăх специалисчĕсем Пенза облаçне кайса килчĕç те çевок акма пуçларĕç. Çак культурăшăн пирĕн колхоз Ленин орденне тивĕç пулчĕ. Паллă хуçалăхра вăй хунишĕн эпир кăштах мăнаçланнă та.

Çĕршывра ял хуçалăхĕнчи ĕç-пуçа çăмăллатма мĕн çĕнни пур _ пурне те пирĕн патăрта усă курма тăрăшнă. Ĕне сăвакан аппарата, сварка тумалли машинăна, тырă типĕтмелли комплекса (КЗС) хута янине паянхи пек ас тăватăп. Ял халăхĕ те тăрăшнă. Шаннă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланăшăн темиçе хутчен те "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ятпа, медальсемпе мана чыс тунă.

Нумай пурăнтăм, нумай куртăм, нумай йывăрлăха чăтрăм. Çапах та Турри хуçăлса ỹкме памарĕ. Мăшăрпа виçĕ ача çуратса ỹстертĕмĕр. Шел, пĕри ир çĕре кĕчĕ. Зоя хĕрĕм Патăрьелĕнче çемйипе пурăнать. Хамăра Петя ывăлпа кин пăхаççĕ. Пурăн та пурăн кăна! Правительство пире, тыл ĕçченĕсене, хисеплесе Çĕнтерỹ 70 çул çитнипе юбилей медалĕпе чысларĕ. Тавах, ватăсене манманшăн.

Калаçăва

В. ЯКОВЛЕВА çырса илнĕ. Анат Туçа ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика