АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр е çил-тăвăл _ инкекрен асăрхансах тăр

08 июля 2015 г.

ЮЛАШКИ çумăрсем пурте тенĕ пекех кăмăлĕпе кăра та хăрушă пулчĕç: çил-тăвăлĕ те çавăрттарать, çиçĕмĕ те куçа уçма памасть, мăн "асатте" те хăйĕн хулăм сассипе çĕре чĕтреттерсе сас парать... Нимĕн те тăваймăн, çут çанталăк пулăмĕнчен иртеймĕн. Çакнашкал хăрушлăх куçа курăнсанах килсенче чăн малтан мĕн пур шнурсене розеткăран кăлармалла, газ кăмаки патне пыраканнисене те сỹнтермелле. Унсăрăн ним те мар аçа çапса хаклă электротехникăна юрăхсăра кăларма пултарать. Хамăрăн асăрханманлăхпа шар курнисем вара тăтăшах тĕл пулаççĕ: пĕрин холодильникĕ, теприн телевизорĕ, компьютерĕ çунса каять тата ытти те. Темиçе кун каялла çеç пĕрисен электричество счетчикне аçа çапнă та сасартăк вут-çулăм сирпĕнме пуçланă. Çумăр вăхăтĕнчех пушар алхасасси те çавăнтах. Юрать-ха, хуçисем килтех пулнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика