08 июля 2015 г.
Июлĕн 5-мĕшĕнче, вырсарникун, районта кунĕпех сивĕ çил лăпланма пĕлмерĕ. Пысăк хăвăртлăхпа вĕçекен çил пирĕн районтан пĕр йĕрсĕр иртсе каймарĕ: хăш-пĕр ялсенче пысăк йывăçсем тĕпĕнченех хуçăлса анса иртсе çỹрекен çулсене пỹлсе хунă, килти хушма хуçалăха сăтăр тунă тĕслĕхсем те пур. Мĕн пурĕ çичĕ çемье çутçанталăк пулăмне кура шар курнă: вăйлă çил пĕрисен хуралтисен тăррине илсе пенĕ, теприсен çуртне сиенленĕ, виççĕмĕшсен хапхине йăвантарнă тата ытти те. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнисем ытларах Шăнкăртамран тата Кивĕ Катекрен. Çакна та каласа хăвармалла. Инкеке çакланнă 5 çемье хăйсен пурлăхне страхланă, анчах та 2-шĕ çакна шута илмен
. Апла пулсан мĕн пур тăкакне хăйсен çемье бюджетĕнчен кăларма тивет. Кун пирки ыттисен те тивĕçлĕ йышăну тумалла, инкек кирек кампа та сиксе тухма пултарать. Май пуррипе усă курса районта чрезвычайлă лару-тăру тапхăрĕнче вут-кăвартан асăрханассине, шыва кĕнĕ чухне тимлĕ пулмаллине аса илтересшĕн. Çак ыйтупа пирĕн калаçмалли сăлтавĕ пысăк: иртнĕ çулхипе танлаштарсан пушарĕ те самай ытларах, шывра путса вилнĕ тĕслĕх те пулчĕ.
Г. КАЛЛИН, райадминистрацин ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)