08 июля 2015 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти историпе краеведени музейĕн ертỹçи пулнă май сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă вырăнсене "çул çỹреве" илсе тухасшăн. Фронта 8377 салтак ăсаннă, вĕсенчен 6034-шĕ каялла таврăнайман. Паттăрсене асăнса кашни ялта тенĕ пекех палăк лартнă. Çĕршер çын хушшинче Анат Туçари Совет Союзĕн Геройĕ П. Кузнецов, Çĕнĕ Ахпỹртри Совет Союзĕн Геройĕ В. Уруков, Ыхра Çырминчи Б. Рахимов, Сăкăтри Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ П. Кариков, Шăнкăртамри Б. Тухфетуллов, Патăрьелĕнчи А. Табаков тата ыттисен ячĕсем мăнаçлăн янăраççĕ.
Вăрçă ветеранĕсен йышĕ çулран-çул чакать. Районĕпе те 44 çеç юлчĕç вĕсем. Патăрьелĕнчен вара: В. Владимиров, В. Воробьев, П. Киргизов тата В. Седойкин.
Çĕнтерĕве çывхартма хĕрарăмсем те сахал мар пулăшнă. Вĕсем ял хуçалăхĕнчен фронта кайнă арçынсене улăштарнă. Çĕршыва тата фронта тыр-пул, аш-какай, сĕт-çу туса панипе пĕрлех хĕç-пăшал шăратса кăларма та хутшăннă. Социализмла Ĕç Геройĕ, уй-хир бригадин бригадирĕ М. Цветкова шăпах çакнашкаллисенчен пĕри те ĕнтĕ. Ленин орденне тивĕçнĕ Патăрьелĕнчи Е. Митина, ВДНХана хутшăннă А. Краснова дояркăсен ячĕсем республикипех илтĕннĕ. Е. Лисинан "Çăкăр чĕлли" калавĕ шăпах çак вăхăта сăнлать те. Литература çулталăкĕнче унпа вуннăмĕшсем вулакансен конференцине те ирттерчĕç.
Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕнче те вăрçăпа çыхăннă экспонатсем нумай. Ăна вăрçă ветеранĕ А. Карягин йĕркелесе янă.
Пирĕн район 324-мĕш стрелоксен дивизине пулăшу ытларах кỹнĕ. Унпа шкул интернатри çар Мухтавĕн ертỹçи А. Янаслова тачă çыхăну тытнă. Туçари В. Кудряшова та дивизи санитарки пулнине çирĕплетекен документсем пур. Каярахпа ветерансем вĕренекенсемпе тата педагогсемпе чылай çыру çỹретнĕ. Пĕрле вĕсем вăрçă пынă вырăнсене кайса курнă, Мускавра, Шупашкарта, Патăрьелĕнче тĕл пулусем йĕркеленĕ.
Ялсемпе хуçалăхсенчен тăшман килсе тапăнасран хỹтĕленмелли сооруженисем тума, окопсем чавма йышлăн кайнă. Кану кунĕсĕр, çил-тăман вăхăтĕнче ĕçленĕ вĕсем. 1991 çулхи шкул выпускникĕсен (вĕсен аслашшĕ-асламăшĕсем çинчен) _ У. Митина, С. Галялетдинов, О. Тарасова, А. Яриков, М. Исакова, Х. Бугодяров, А. Бугодярова, М. Артемьева, В. Германов, А. Германова, Г. Кириллов, Д. Кириллова, П. Портнов, А. Портнова тата ыттисен _ асаилĕвĕсем пур музейра.
Шкулăн кивĕ çуртĕнчен вăрçă вăхăтĕнче 88-ăн вĕренсе тухнă. Вăрçăра вара 253 выпускник пуçне хунă. М. Балашников, Д. Енилин, Д. Евсеев, С. Ичанкин, Н. Катыков, А. Каштанов А. Карягин, И. Николаев, В. Соколов, М. Спинов, П. Сорокин, В. Уруков, Н. Чугунова фронтовиксем педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пулнă. А
саилỹсене паян та чуна çỹçентерсе вулама пулать.
В. Владимиров: "...Çĕр çинчи туслăха çирĕплетессишĕн кашнийĕ тăрăшать. Вăрçă пулас пулсан çамрăкки те, асли те айккине юлмасть-çке. Пирĕнпе пĕрле вĕреннĕ пĕр ачана 1942 çулта çар ретне тăма хут панă. Канашран чаçе çийĕнчех илсе каяйманран, каçхине вăл килне кайса килме шут тытнă. Çул çинче вара патруль тĕл пулнă. Ирĕк илмесĕр çула тухнăшăн çар трибуналĕ персе вĕлермелле тунă. Çакнашкал тума юраманнине ашшĕ-амăшĕ те вĕрентмен пулас".
Р. Сапожникова: "Манăн атте кладовшикра ĕçленĕ. Çавна май усă курнă хутсем нумайччĕ. Эпĕ вĕсене илсе йĕркесем хушшине çыраттăмччĕ. Перо хур тĕкĕнченччĕ, хăрăма вара сĕтпе хутăштараттăмччĕ. Шкула çăпатапа çỹреттĕмĕр. Атте вăрçăра вилнĕрен манран вĕренỹшĕн укçа илмесчĕç".
М. Юхма: "Пурнăç чăтма çук йывăрччĕ. Атте Хĕрлĕ çартаччĕ. Унта Петĕр пичче те кайрĕ. Вăрçă вăхăтĕнче çăкăр çисе курман эпир. Польшăна ирĕке кăларнă чухне атте вилнĕ, ăна унтах пытарнă".
Михаил Николаевич пĕрремĕш сăввине ашшĕне халалланă.
Патăрьелĕнчи педагогика училищин ĕçĕ-хĕлĕнче те вăрçăпа çыхăннă аса илỹсем сахал мар. 800 ытла преподавательпе выпускник алла хĕç-пăшал тытнă. Вăрçă çу лĕсенче 323 учитель вĕренсе тухнă кунтан. Фронта та сахал мар пулăшу кỹнĕ. Танк колоннисемпе эскадрилье валли 57924 пин тенкĕ (облигацисемпе) пуçтарнă. Яков Ухсай, Н. Ильбеков, Ф. Ситта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене манас çук.П. Юхвитова вара вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ята панă. И. Смирнов та вăрçă паттăрĕ. Директорта ĕçленĕ К. Евлампьевпа А. Табаков Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕн Хисеплĕ кĕнекине кĕнĕ.
Литература çулталăкĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çыравçăсем çинчен те палăртса хăварасшăн: Тăрăнти И. Думилин, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Ф. Ситов, Патăрьелĕнчи А. Талвир, Алманчăри И. Тенюшев, Первомайскинчи В. Давыдов-Анатри, В. Митта, П. Митта.
Г. Айхи (Çĕньял), А. Андреев (Тури Тăрмăш), В. Игнатьевпа А. Васильев (Каншел), Н. Исмуков (Первомайски), Е. Лисина (Именкасси), А. Мефодьев (Еншик) вара вăрçă ачисем _ писательсем.
Çĕнĕ Ахпỹртри А. Суворова тăван яла янă виç кĕтеслĕ çырăвĕсем те упранаççĕ музейра. Чылай паха экспонат пур музейра. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрлăхне кăтартаççĕ.
Э. КАРЯГИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)