АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ордена тивĕçнисем

08 июля 2015 г.

 Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов район ĕçченĕ- сене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламлать. Пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунать.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканăн Указĕпе килĕшỹллĕн республикăри 11 çемьене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа наградăланă.

Çемье институтне çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнỹ туса пирĕн районтан харăсах икĕ çемье палăрнă: Сăкăтри Петр Васильевичпа Зинаида Федоровна Кариковсем тата Пăлапуç Пашьелĕнчи Вадим Марковичпа Вера Георгиевна Мешковсем.

Кариковсем 57 çул пĕрле пурăнаççĕ, 14 ача çуратса воспитани панă, ура çине тăратнă.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Мешковсем те ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ, çемье йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ. Вера Георгиевна 38 çул ялти шкулта вырăс чĕлхин учительницинче тăрăшнă, "Вĕренỹ отличникĕ", "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятсене çĕнсе илнĕ. Вадим Маркович та пурнăçăн пысăк пайне тăван "Комсомолец" колхозшăн панă. Хастар чăваш колхозникран пуçласа ветфельдшерта та, ферма заведующинче те, зоотехникра та, ял тăрăх пуçлăхĕпе хуçалăх ертỹçинче те тăрăшнă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Ĕç Мухтавĕн орденĕпе "За доблестный труд" медальпе, тĕрлĕ çулхи ăмăрту çĕнтерỹçин паллисемпе тата ыттисемпе те наградăланă. Чăваш АССРĕн Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине те тивĕçнĕ, район, вырăнти ял Совет депутачĕ те пулнă.

Сăмах май: пирĕн районта "За любовь и верность" орденпа _ 4, "Родительская слава" орденпа_3, "Родительская слава" орден медалĕпе _ 1, "За любовь и верность" медальпе 18 çемьене чыс тунă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика