11 июля 2015 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Мичурин урамĕнчи 8-мĕш тата Садовая урамри 1-мĕш çуртра пурăнакансем тепĕр темиçе кунтан подъезд умĕнченех çỹп-çап купи урлă каçса çỹреме пуçлаççĕ-тĕр. Çăва кĕнĕренпе икĕ уйăх иртрĕ пулин те çак çуртсене пăхса, тирпейлесе тăракан яваплă организаци хĕл каçа пуçтарăннă çỹп-çапа пĕр лав та тиесе кайман иккен. Кунтан иртсе çỹреме çук шăршă кĕрет. Шăрăх кунсенче шăна-пăван явăнать, йытă-кушак виллисенчен сарăлакан "аромат" сăмсана çурать, çăмăл çатăрка хутсем çил ачи серепине çакланса унталла та кунталла вĕçеççĕ (ỹкерчĕкре)...
Журналистсенчен пулăшу ыйтас тĕллевпе çитнĕ те хаçат редакцине çак çуртсенче пурăнакансем. Маларах вара телефонпа та темиçе хутчен хăйсен пăшăрханăвне калем ăстисемпе пайларĕç.
Патшалăх çуртĕнче пурăнакансен пăшăрханăвне ăнланмалла. Вĕсем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн хăйсемшĕн яваплă управленине укçа тỹлесе тăраççĕ-çке. (Вăхăтра тỹлейменнисем те пур-тăр). Пĕр организаци ячĕ çухалса тепри тупăннишĕн уйрăм гражданин айăплă та, санитари тĕлĕшĕнчен киревсĕр вырăнта пурăнма тивĕçлĕ те мар. Енчен те çакнашкал тирпейсĕрлĕхрен пĕр-пĕр амак сарăлса кайсан мĕн тумалла?..
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)