11 июля 2015 г.
ХАЛĂХРА пỹртре куç тулли ỹсекен çеçке туратне вăрланă хыççăн вăл вăйлăрах хунать тенине илтнĕ-ха. Анчах та çурт умĕнче е картишĕнче илемлĕн сарăлса ларакан чечексене йăкăртса кайсан кукăр алăллă çыннăн хăтлăх тата ытларах пулать тени хăлхана кĕмен. Апла пулин те ямăтă хунавсемпе тымарсене вăрттăн кĕтессенчен кăларса хур тăвакансем район центрĕнче те тупăнсах тăраççĕ. "Çăкăр" музейĕ умĕнче сăнакан "виççĕмĕш куç" пулнине пĕле тăркачах пĕр хĕрарăм каç пулттипе хитре чечексене кăларнă та кайнă. Видеосăнав кадрĕсенчен унăн кĕлеткине те уйăрса илме пулать-мĕн. Тĕрĕссипе, пуçтаха пакунлисен явап тыттармалли çеç юлать. Çакă çеç тĕлĕнтерет: пĕрисем ял, район центрĕ илемĕпе хăтлăхĕшĕн, культуришĕн тăрăшаççĕ, теприсем вара сĕмсĕррĕн вĕсене ура хураççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)