11 июля 2015 г.
Пурнăç пĕр вĕçĕм куçăм: пĕрисем çут тĕнчене килеççĕ, теприсем хăналăхран ĕмĕрлĕх тĕнчене куçаççĕ. Вĕсем хушшинче вара чĕрене ыраттаракан пулăмсем, тĕслĕхсем пайтах тĕл пулаççĕ.
Чылай чухне хамăра лăплантарас шухăшпа Турă çапла çырнă тесе йышăнакан хăш-пĕр çынсем, инвалидсем темиçешер çул йывăр чире пула асапланаççĕ, ĕмĕрĕн юлашки кунĕсене коляска çинче ирттереççĕ тата ытти те. Шăпах çакнашкал сусăр çынсене алă тăсса пулăшас, вĕсене пурăнма шанăç парас тĕллевпе пирĕн районта та час-часах донор кунне йĕркелеççĕ те. Кăçал çеç пирĕн районта ирттернĕ çакнашкал акцисенче 275 çын хăйĕн ирĕкĕпе юн парса пархатарлă ĕç тунă. Мĕнпурĕ 110 литр плазма пуçтарăннă. Сахал-и çакă пирĕн районшăн е самаях пысăк пулăшу _ çакна тỹрех калама та хĕн. Çапах та пирĕн хушăмăрта ют çын инкекне çывăха йышăнакан хастарсем пурри савăнтарать.
Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ тапхăрта СССР, Раççей шайĕнче "Хисеплĕ донор" ята илнисем 27ĕн шутланаççĕ. Çак чыса тивĕçесси çăмăлах мар. Хăйсен сывлăхне кирлĕ пек пăхса,сăнаса тăрса çичĕ ютшăн (çакăн пек каласан та кỹренмелле мар-тăр) хăйĕн чĕре хĕлхемне аллă хутран кая мар паракансене ырламалла çеç: пĕр сăмахпа _ паттăрсем! Вĕсем хушшинче çамрăксем пурри вара тата савăнтарать. Акă, Шупашкарти ял хуçалăх академинче вĕренекен Кивĕ Катек хĕрĕ Ольга Леонтьева (сăн ỹкерчĕкре) студентка Раççейре йĕркеленĕ "Подари надежду на жизнь" акцие хутшăнса Мускаври гематологи наука центрĕнче пуç мими чирĕпе аптракансене пулăшма хăй ирĕкĕпе юн кайса панă. Çак процедура вăр-варах та пулман, Малтанах Ольга Александровнан юн тытăмне Пермь хулинче тĕрĕсленĕ, чылай анализ панă. Юлашкинчен вара студентка пархатарлă та сăваплă çак ĕçе пурнăçланă. Çирĕмри хĕрача та чылай паллă çынсем пекех хисеплĕ донор пулма ĕмĕтленни те кăмăллă. Чиперккен ырă ĕçĕшĕн Раççей сывлăх министерствин наука центрĕн генеральнăй директорĕ В. Савченко Тав çырăвĕ те янă. Ольга Александровна _ çамрăксемшĕн кăтартуллă тĕслĕх
. Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)