АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул вăл _ çур пурнăç

11 июля 2015 г.

Ялта та халь пурнăç хуларинчен пĕрре те кая мар. Урамсенче çул çукки, кĕрлĕ-çурлă çанталăкра пылчăк ашмалли çеç чылайăшне пăшăрхантарать. Нăрваш Шăхалĕнчи Молодцыгин урамĕнче пурăнакансене те тахçантанпах çак ыйту канăçсăрлантарать. Чăваш Республикин Президенчĕн 2006 çулхи августăн 21-мĕшĕнче кăларнă "Чăваш Республикинчи çул-йĕр тăвассине хăвăртрах вĕçлесси çинчен" указа тĕпе хурса 2009 çулта проектне те хатĕрленĕ.

Унпа килĕшỹллĕн 655 метр тăршшĕ тăсăлакан çула асфальт сармалла пулнă. Шел пулин те, вăл программăна кĕреймен. Халăх пĕрех шанăçа çухатман. Пĕрле пухăнса канашланă хыççăн Т. Кузьмина вырăнти депутат Нăрваш Шăхаль ял тăрăх администрацийĕпе пĕрле çырупа вăл вăхăтра Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă И. Калентьева (тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнмалла пулнăран вăл каярахпа хăй ирĕкĕпе депутатран тухрĕ) патне тухнă. Ирина Николаевна вара халăх ыйтăвне Чăваш Патшалăх Канашне çитернĕ. Проект республикăри тĕллевлĕ программăна кĕнĕ. Пĕлтĕр вара унчченхи проекта улшăнусем кĕртессипе ĕçлеме пикеннĕ. Пĕрремĕш кварталта документацине йăлтах туса пĕтернĕ. Халь ку çула асфальт вырăнне битумпа витме палăртнă.

_ Май уйăхĕнче электрон лаптăкĕнче аукцион ирттертĕмĕр. 8 претендентран тулли мар яваплă "Стройкомфорт" пĕрлешỹ çĕнтерчĕ. Июнь вĕçĕнче ĕçлеме пуçларĕç. Çак çула туса пĕтерме федераци тата республика бюджетĕнчен, ял тăрăхĕннинчен _ пурĕ пĕрле 4 млн та 331 пин тенкĕ _ уйăрнă. Программăпа килĕшỹллĕн 2015-2017 çулсенче туса пĕтермелле. Хальхи вăхăта çула хăпартнă, хăйăр сарнă. Вак чул та турттарса килме пуçланă, ăна сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хурса пĕтересшĕн, _ тесе пĕлтерчĕ Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л. Михайлова.

Сăмах май, "Чăваш Республикинчи автомобиль çỹрекен çулсене 2006-2010 çулсенче модернизацилесси тата аталантарасси 2025 çулчченхи прогнозпа" программăпа Пăлакассинчи, Кзыл Камышри урамсенче çул тума пуçланă. Çывăх вăхăтрах Патăрьелĕнчи Çĕнтерĕве 50 çул çитнипе хисепленекен урамра, Сăкăтра, Ыхра Çырминче ĕçлеме пуçлĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика