АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăш ăшă пулни кăмăллă

11 июля 2015 г.

 "Советская Чувашия" хаçатăн, "Чувашия" телерадиокомпанин тата Чăваш Ен Наци телевиденин пĕрлехи кăларăмĕсене тăтăшах пăхса пыратăп. Республикăри культура çурчĕсемпе, библиотекăсемпе, театр пурнăçĕпе çыхăннă передачăра та Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев хутшăнса паянхи кун пурне те пăшăрхантаракан ыйтусемпе кăсăкланни, Чăваш Енте культура аталанăвне тишкерни, унăн малашлăхне палăртни пире те хамăрăн ĕçре хавхаланса ĕçлеме май парать, пысăк шанăç кỹрет.

Сăмах май, хамăрăн ĕç пирки çакна палăртса хăварасшăн. Паянхи куна районти 36 библиотекăра 16 пин ытла вулакан шутланать. Литература тата Константин Иванов çулталăкĕсенче пирĕн туссем палăрмаллах ỹсни савăнтарать. Сăмахран, "Константин Иванова пĕрле вулар" акцие район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Н. Михайлов, А. Иванов, М. Калмыков тата ытти ертỹçĕсем те хастар хутшăнчĕç. Мĕн пурĕ çав кунсенче 643ĕн "Нарспи" поэмăна алла тытса вуларĕç.

Хальхи вăхăтра районти библиотека фончĕ те чухăн мар: 393425 кĕнеке упранать.

(Çак темăпа çыхăннă тĕп материалпа хаçатăн 2-мĕш страницинче паллашма пултаратăр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика