11 июля 2015 г.
_ Раççей Почта кунне Анат Туçари почта уйрăмĕнче ĕçлекенсем ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илме тăрăшрĕç. Паянхи кун кунта 263 экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать. Вĕсенчен 112-шĕ _ районта тухса тăракан "Авангард". Коллективра нумай çул ĕçлекенни _ Р. Хафизова почтальонка. В. Павлова та хăйĕн участокĕнче вăр-вар та правур.
_ Почтальонкăсем ури тупанне çĕре тивертменнисем пулмалла. Унсăрăн умри тĕллевсене пурнăçлаймастăнах. Хаçат-журнал салатнисĕр пуçне мĕн чухлĕ тавар сутмалла, пенси укçи валеçмелле... Пурне те вăхăтра çитермелле. Кашни çынна витĕр пĕлмелле. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлемелле,_ тет Р. Крысова почта уйрăмĕн начальникĕ.
Ватăсем тата та чăтăмсăррăн кĕтеççĕ почтальонкăсене. Куллен кирлĕ таварсене вĕсенчен çеç каласа яраççĕ. Электроэнергипе, газпа, телефонпа усă курнăшăн уйăхсерен тỹлемелли укçана та почтальонкăсем урлă парса яма тăрăшаççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА сăн ỹкерчĕкĕнче: почта уйрăмĕн ĕçченĕсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)