АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен те асăрханар, çурт-йĕре те страхлар!

11 июля 2015 г.

Чăваш Ен лидерсен йышĕнче, хальхинче _ страхлав енĕпе Раççей çыннисен пурлăхне страхлас интересĕсем капашсăр ỹссе кайни çинчен çак кунсенче Центробанк даннăйĕсем çине таянса СОГАЗăн пресс-служби пĕлтернĕ. Экспертсем каланă тăрăх, 2015 çулти пĕрремĕш кварталта страхлав килĕшĕвĕ тунă çынсен йышĕ тỹрех 4,8 миллиона çитнĕ, çапла иртнĕ çулти çав тапхăрти страхлавçăсен йышне 35 процент ỹстерсе янă.

Аналитиксем вара хăш регионта пурăнакан граждансем ку енĕпе яваплăраххине тĕпчесе пĕлнĕ. Пурлăха страхлама тăрăшакан граждансем ытларах Мускавра _ тĕп хулара пурăнакан çула çитнĕ граждансен 90 проценчĕн страхлав полисĕ пур. Лидерсен шутне çавăн пекех Мускав облаçĕ тата Чăваш Ен кĕнĕ. Кунта пурăнакансен 20,4 проценчĕ тата 19,7 проценчĕ хăйсен пурлăхне "хăрушсăрлатнă". Çавăн пекех малта пыракан 10 топ шутне Вологда (18,8 процент), Владимир (17,6 процент), Киров (17,4 процент) облаçĕсем, Мордва (17 процент), Тутарстан тата Мари Эл республикисем кĕнĕ, ку тăрăхсенче пурăнакансен 16,7 проценчĕ страхлав килĕшĕвĕсем тунă.

х х х

Иртнĕ вырсарникун пирĕн районта çил-тăвăла пула 7 хуçалăх сиенленнĕ, аслатиллĕ çиçĕм çавăн пекех Комсомольски тата Муркаш районĕсенче пушар кăларнă, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри тата Патăрьел районĕсенче электролини пралукĕсене тата-тата янă. ЧР Граждан оборони тата уйрăмах хăрушă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, çут çанталăк пулăмĕ кỹнĕ инкек-синкексене пурне те çав кунах 22 сехет те 30 минут тĕлне сирсе янă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кашни эрнерех тунтикунсенче ирттерекен йăлана кĕнĕ планеркăра правительство членĕсене пурне те кирек хăш вăхăтра та çут çанталăк "парнелекен" чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма хатĕр пулма чĕнсе каланă. "Эпир çынсене нихăçан та инкекре пăрахман, яланах пулăшнă, пулăшатпăр та", _ тенĕ вăл. Çав вăхăтрах вăл республикăра пурăнакансен хăйсен пурлăхне упрассишĕн, инкек-синкекрен страхлассишĕн чи малтан хăйсен тăрăшмаллине палăртнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика