11 июля 2015 г.
Эпĕ Шупашкарти аслă шкулăн виççĕмĕш курсне пĕтертĕм. Студент пурнăçĕнчи интереслĕ самантсем ку таранччен пайтах пулчĕç ман çул çинче. Чăн-чăн студент ретне тăрас тесен тĕрлĕ йывăрлăх урлă каçмалла, салтак пекех "присяга" йышăнмалла иккен. Шăпах вĕсем пирки кĕскен чарăнса тăрасшăн та.
Аслă курс ачисем пире икĕ ушкăна пайласа тĕрлĕ вăйă ирттерчĕç. Утса пыратпăр вăрăм коридорпа, икĕ енĕпе çуртасем çутнă. Мĕн кĕтет-ши пире тепĕр пỹлĕмре? Акă çитрĕмĕр. Малтан пĕрне, кайран теприне кĕртсе яраççĕ пỹлĕме. Манăн та черет çитрĕ. Хыçалта тăракан нимĕн те ан куртăр тесе хăвăрт кăна алăка уçрĕç те кĕртсе ячĕç. Пỹлĕмĕнче питĕ çутă пулнипе куçа хупрăм çеç, мана сăрăпа сăрласа та ячĕç. Пурте алă çупаççĕ, кулаççĕ... Каччăпа хĕрсене варласа пĕтерсен факультет ертỹçи килчĕ, студент билечĕсене валеçсе пачĕ. Çапла пире студентсен "çарне" йышăнчĕç.
Тепĕр асра юлнă самант. Пире "Авангард" хаçат редакцинче иккĕмĕш хут тĕне кĕртрĕç. Пулас журналистăн хастарлăхне тата маттурлăхне тĕрĕслес тесе пире, практиканткăсене, телефонпа суя хыпар пачĕç. Эпĕ тата Настя (практикăра пĕрле пулнă юлташăм) ним пĕлмесĕр тытăнтăмăр тишкерме. "Татмăшри фермăна вунă пăру тата икĕ вăкăр илсе килнĕ. Вырнаçтарса пĕтерейменнипе вĕсене каялла ăсатма шут тытнă..." Эпĕ савăнса кайса хыпар çырма тытăнтăм: ăçтан илсе килнĕ, мĕнле çитернĕ, мĕн тума вырăн çитмен? Шутласан-шутласан тавçăрса илтĕм _ Татмăшра паян ферма çук та вĕт! Творчество çыннисем шỹтле-шỹтле хутран кĕпе тăхăнтартрĕç тата пĕчĕк парнесем пачĕç... Урăхла каласан "хреснай аннеллĕ" пултăмăр.
Манăн пĕчĕк чухнехи ĕмĕтĕм, телевизорпа 25 çул "Тĕлĕнтермĕш уйĕ" ертсе пыракан Леонид Аркадьевич Якубовича куçпа курассиччĕ. Вăл та тулчĕ, студент чухнехи асра юлакан кунсен шутне кĕчĕ. Якубовичпа юнашар сăн ỹкерттерни вара маншăн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ.
Д. КУСТОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)