15 июля 2015 г.
. Яланхи йĕркене вара пăхăнмах тивет ЮЛАШКИ кунсенчи çумăрлă çанталăк пирĕн тăрăхри хăш-пĕр ыйтусене улăштарчĕ. Шăрăх та типĕ çанталăка пула йышăннă чрезвычайлă лару-тăру йĕркине районта июлĕн 8-мĕшĕнчех пăрахăçланă. Çапах та çакă пирĕн яланхи йĕркене пăхăнмалла маррине пĕлтермест. Малашне те вут-кăвартан, шыв-шурта пулакан инкексенчен сыхă тăма пăрахмалла мар.
Çанталăка сăнакансем асăрхаттарнă тăрăх, çывăх вăхăтра çил-тăвăллă, аслатиллĕ-çиçĕмлĕ çумăр та килсе капланма пултарать. Çавăнпа та килтен тухса кайнă чухне кантăксене, балкон чỹречисене шанчăклă хупса, питĕрсе хăвармалла, электричествăпа çыхăннă техникăсене розеткăран кăлармалла, инкек-синкекрен пур енлĕ сыхланмалла.
Çут çанталăк пулăмĕпе пăшăрхантаракан ыйту сиксе тухсан тỹрех 61 - 12 - 11 телефонпа шăнкăравламалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)