АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: "Çĕр ĕçченĕсене çĕре çити пуç таятăп"

15 июля 2015 г.

 Питрав умĕнхи шăматкун, июлĕн 11-мĕшĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн паллă пулăмсемпе çырăнса юлчĕ. Чăн малтанах Патăрьел районне Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа килсе тĕрлĕрен лару-тăрура пирĕн уйрăм хастарсемпе, çĕр ĕçченĕсемпе, матур та пултаруллă строительсемпе, урăхла каласан, паттăр енте пурăнакан интернационалла туслă çемьесен пурнăçĕпе кăсăкланчĕ, вĕсемпе куçа-куçăн курнăçса пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕ.

Пирĕн район çулсеренех капăрланса, пуянланса пынин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри _ Патăрьелсем тĕрлĕ шайри программăсене хастар явăçса вĕсемпе туллин усă курни. Паянхи куна, сăмахран, ял территорийĕсене 2014 _ 2017 çулсенче тата 2020 çулччен аталантармалли федераллă программăпа килĕшỹллĕн çеç патшалăхран 70 çемье пулăшу укçине илнĕ. Хастарсенчен пĕрин патĕнче шăпах Республика Элтеперĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визит вăхăтĕнче çитсе курма май тупрĕ те. Патшалăх паракан çăмăллăхпа усă курса паян кермен пек çурт çĕкленĕ Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Михаил Трифонов. Икĕ ачаллă çамрăк çемье пуçлăхĕ çар тумне хывнăранпах Евгений Мартышкинăн тĕреклĕ фермер хуçалăхĕнче трактористра тăрăшать. Михаил Игнатьев Трифоновсен хуçалăхĕпе паллашнă май, патшалăх çĕр çинче тăрăшакансене малашне те пысăк тимлĕх уйăрасси, вĕсене май пур таран пулăшасси пирки çирĕплетсех каларĕ. "Çĕр аннемĕрпе хăйсен шăпине çыхăнтарнисен умĕнче эпĕ çĕре çити пуç таятăп",_ терĕ вăл Çĕнĕ Ахпỹрт хастарĕсен ĕçне хак парса.

Ĕçлĕ çулçỹревĕн иккĕ-мĕш тĕл пулăвĕ "Агрофирма "Корма" тулли мар яваплă общество хирĕнче пулчĕ. Хуçалăха ертсе пыракан опытлă та мал ĕмĕтлĕ хуçа Иван Владимировăн севок анинче те, çĕр улми лаптăкĕнче те куç виçине кĕрейми тасалăх, тирпейлĕх хуçаланать. Юлашки çулсенче çу кунĕсем шăрăх та типĕ килнине шута илсе ертỹçĕ культурăсене искусствăлла "çумăрпа", анасем тăрăх шлангăпа сирпĕтсе тăрса шăварни куç умĕнче. Пĕр авăрта 15 _16 çĕр улми ỹсет. Хуçалăх ертỹçи Михаил Игнатьев умĕнчех кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 200 центнертан кая мар кăларса илессине шантарчĕ. Сăмах май каласан, паян пирĕн районти вунпĕр хуçалăхра культурăсене шывпа сапса ỹстермелли системăпа усă кураççĕ.

Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, Патăрьелĕнче тĕрлĕ тĕн йăли-йĕркине пăхăнакан туслă халăхсем пурăнать: чăваш, тутар, вырăс, ирçе... Михаил Игнатьев пирĕн тăрăха кашни килмессеренех самантпа усă курса мусульман тĕнне тытса пыракан халăхсен пурнăçĕпе паллашма тăрăшни те кăмăллă. Хальхинче те Шăнкăртамсене Ураза праçникĕпе саламлама Тĕп собора çитрĕ. Асăннă тĕл пулура Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов та пулчĕ. Тĕп мечĕте пуçтарăннă имамсемпе прихожансене, тĕл пулăва килнисене уяв ячĕпе çавăн пекех район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Мешков, РФ Обществăлла палата членĕ, республикăри мусульман Тĕн управленийĕн председателĕ Альбир хазрат Крганов, ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов саламларĕç, малашне те тĕн йăли-йĕркин уйрăмлăхне пăхмасăр пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнса район, республика аталанăвĕшĕн тăрăшмаллине каларĕç. Ĕçлĕ çул çỹревĕн тепĕр маршручĕ Нăрваш Шăхальне илсе çитерчĕ. Молодцыгин урамĕнче пурăнакансем çеç мар, çак ялта тĕпленнисем те хăйсен ял савăнăçне пайлама урама пуçтарăннă: ватти те, вĕтти те юлман темелле. Кун валли сăлтавĕ те пур. Ку таранччен кĕрлĕ-çурлă çанталăкра тарăн кунчаллă калушпа çеç мар, вăрăм атăпа та çăрăлса тухма çук урама темиçе кун каялла "çутта" кăларма пикеннĕ. Çак пысăк ĕçе каллех патшалăх программипе килĕшỹллĕн (хаçатăн иртнĕ номерĕнче кун пирки тĕплĕн çутатнăччĕ) пуçăннă. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, район ертỹçисен ячĕпе кĕске тĕлпулурах мĕн чухлĕ ырă та ăшă сăмах илтме пулмарĕ-ши! Май пуррипе усă курса Нăрваш Шăхальсем хăйсене канăçсăрлантаракан ытти ыйтусене те хускатрĕç: районти чи пĕчĕк ялсенчен пĕрне _ Апрушнайне _ газ илсе çитересси, ял чиркĕвне туса пĕтересси, ытти урамсене те çулсем сарасси... Сĕт хакĕ ял халăхне тивĕçтерменни пирки сăмах пуçарчĕç. Михаил Васильевич кашни ыйтăва тивĕçлĕ хурав пачĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика