15 июля 2015 г.
Июлĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн официаллă делегацийĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чулхула облаçĕнче иртнĕ Федерацин Атăлçи округĕнчи агропромышленноçĕн çулсерен пулакан "Атăлçи уй кунĕ-2015" форума хутшăннă.
Форума килнисем Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсен ял хуçалăх куравне тăратнă ỹсен-тăрансем çитĕнтермелли тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче усă курмалли ку чухнехи çĕнĕ йышши техника презентацийĕпе паллашнă.
Çав кунах РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев хутшăннипе Атăлçи федераци округĕнче агропромышленноç комплексне аталантарас ыйтусемпе анлă канашлу пулнă, унта отрасле аталантарассипе çыхăннă актуаллă ыйтусене сỹтсе явнă, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси чи çивĕч задачăсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев патшалăх паракан пулăшу мерисемпе эффективлăрах усă курас енĕпе хăйĕн сĕнĕвĕсене панă. Вĕсем 2016 çулта федераци бюджетĕнчен регионсене валеçмелли субсидисемпе, инвестици кредичĕсен процент ставкисене субсидилессипе çыхăннăскерсем пулнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех Чăваш Ен территорийĕнчи хăмла производствине тĕрев памашкăн пулăшу ыйтнă. "Раççей рынокĕ паян хăмла нумай ыйтать. Пирĕн республикăра вара çак культура производствине анлăлатма условисем çителĕклех", _ палăртнă вăл.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев çакна палăртнă. "Чăваш Ен рынокăн ку чухнехи лару-тăрăвне шута илсе ял хуçалăх производствине кал-кал, тивĕçлĕ хăвăртлăхпа аталантарса пынине кăтартса пачĕ. Республика вăхăт таппинчен пĕр утăм та юлмасть", _ тенĕ министр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)