АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунтан савăнар, ĕçтешсем, Пĕрле пулнă чух савăнар!

15 июля 2015 г.

Тăрăшуллă, ĕçре малта пыракан, чи нумай сĕт сăвакан дояркăсене хавхалантарассине пирĕн районта 20 çул каяллах йĕркеленĕ. Сăмах май, кун пек мероприятие урăх нихăш тăрăхра та ирттермеççĕ. Çак ырă йăлана малалла тăсса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем кăçал та пĕрле пухăнчĕç. Пурĕ 15 хуçалăхран 32 ĕçчене чĕннĕ, "Исток", "Батыревский", "Красное знамя", "Звезда", "Первомайск", "Малалла", "Мир", "Корма", "Родина" хуçалăхсенчен çеç _ пурĕ 25 çын _ килнĕ. Çавăн пекех пĕрремĕш хут фермер хуçалăхĕсен дояркисем те савăнăçлă мероприятие хутшăнчĕç.

Фермăра ĕçлеме çăмăлах марри каламасăрах паллă. Юлашки çулсенче, маларахрисемпе танлаштарсан, выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансен ĕçне çăмăллатас тесе районта чылай ĕç туса ирттерчĕç. Нумай хуçалăхра дояркăсем сĕт тултарнă флягăсене те йăтмаççĕ, тислĕке те алăпа кăлармаççĕ. Сăвăнакан сĕт пăрăх тăрăх тỹрех сивĕтмĕше каять, транспортер та шăкăлтатса çеç тăрать, çавăн пекех апата та пăтратакан ятарлă агрегатпа валеçеççĕ. Çĕнĕ витесем хута кайни те савăнтарать. Улшăнусем лайăхланнипех район сĕт суса илессипе республикăра тăваттăмĕш вырăн йышăнать, ял хуçалăх предприятийĕсемпе кăна _ çиччĕмĕшĕнче. 7 хуçалăх _ "Батыревский", "Исток", "Красное знамя", "Звезда", "Булинская", Шăнкăртамри Р. Бикчурин тата Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕсем _ 2014 çулхи кăтартусемпе пĕр ĕнерен продукци 5 пин килограмм ытла илнĕ. Р. Бикчурин фермер хуçалăхĕнчи Н. Родина пĕр ĕнерен 5748 килограмм сĕт сунă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансенчен чи пысăк кăтарту вара "Батыревский" пĕрлешỹре тăрăшакан В. Киргизован (5668 килограмм), Н. Кириллован тата "Звезда" кооперативри А. Крысован (5486). Çак пысăк хисеп урлă каçнисем кăçал пурĕ 19-ăн.

_ Пире çакăн пек хавхалантарни малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесен, рацион пуян пулсан, кашнийĕ хăйне шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçласан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен кăна çитĕнỹсем пулаççĕ, _ терĕç дояркăсем çакăн пек мероприяти туса панăшăн тав туса.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем ĕçре кăна мар, юрă-ташăра та питĕ маттур иккен. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă хыççăн чуна тыткăнлакан, аса илỹ тĕнчине илсе кĕрекен, çамрăклăха тавăракан юрăсене пĕрин хыççăн тепри шăрантарчĕç. Хăшĕ-пĕрин сасси тепĕр юрăçăннинчен те уçăрах, çепĕçрех. Вĕсене Тăрăнти тата Чăваш Ишекĕнчи культура çуртĕнче тăрăшакансем те чăваш, вырăс юррисемпе хавхалантарчĕç.

"Пилĕк пинлисен" слетне килнисене район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Мансур Калмыков, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Петр Ефимов, Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори директорĕ Людмила Ефимова, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Валентина Фролова, "Пилĕк пинлисен" клубĕн председателĕ, "Звезда" хуçалăхăн зоотехникĕ Валентина Щукина саламларĕç, çитĕнỹсем тума сунчĕç. Пурне те асăнмалăх парнесем пачĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика