18 июля 2015 г.
КУ ЧУХНЕ çынсем телекăларăмсенче кăтартакан тĕрлĕрен рекламăсене пăхмасăр та пĕлеççĕ-тĕр. Вĕсенчен те усси пур, те çук та... Чылайăшĕ аптекăсенчен куç вăйне хушас тĕллевпе "Черника форте" текен эмел туяннине те пĕлетĕп. Копьютер ĕмĕрĕн палли ниçта пулмасан та куçсенче çырăнса юлатех: куçлăх тăхăнманнисем ăна тăхăнаççĕ, тăхăннисем вара тата çивĕчреххипе улăштараççĕ. Ку тĕлĕшпе Ульяновкăпа Хурама Твар ялĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли пурах. Çак ялсенче чылайăшĕ вăрманти хура çырлана çисех сипленме тăрăшаççĕ-мĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсенче куçлăхлă çын пачах çук тесен те юрать. Акă мĕншĕн çырла вăхăтĕнче вĕсем çак паха çимĕçе питĕ хаклă ыйтаççĕ! Çăварта ирĕлсе тăраканскерне, пĕрре татма ансат мар, тепре вара питĕ усăллă та техĕмлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)