18 июля 2015 г.
Информаци кунне хутшăнакансем хальхинче Сăкăт тăрăхĕнчи ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса кун йĕркине лартнă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Калаçу пуçармалли темисем те кун таппипе çыхăннăскерсем, кашни çынна пырса тивекенскерсем темелле: кăçалхи иккĕмĕш çур çултан, июлĕн 1-мĕшĕнчен, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче коммуналлă çăмăллăхсемпе усă куракан тарифсем ỹсни, пушар, шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси тата хĕле хатĕрленсе выльăх апачĕ янтăласси.
Информаци кунне хутшăнакансем хальхинче Сăкăт тăрăхĕнчи ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса кун йĕркине лартнă ыйтусене сỹтсе яврĕç. Калаçу пуçармалли темисем те кун таппипе çыхăннăскерсем, кашни çынна пырса тивекенскерсем темелле: кăçалхи иккĕмĕш çур çултан, июлĕн 1-мĕшĕнчен, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсенче коммуналлă çăмăллăхсемпе усă куракан тарифсем ỹсни, пушар, шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси тата хĕле хатĕрленсе выльăх апачĕ янтăласси.
Пирĕн районта Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институт директорĕ Юрий Исаев ертсе пыракан ушкăн пулчĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусемпе чăн малтанах "Красное знамя" хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, çĕр ĕçченĕсемпе калаçу пуçарчĕç. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ял çыннисене район аталанăвĕпе, малашлăх тĕллевсемпе кĕскен паллаштарнă хыççăн информушкăн ертỹçи республикăра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр пулнă инкексем пирки татăклăн чарăнса тăчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енте 534 пушара шута илнĕ. Кăтарту маларахри çулхинчен 5,5 процент сахалтарах. Анчах вут-кăварпа пулнă инкексенче 54 çыннăн пурнăçĕ татăлни _ пысăк синкерлĕх. Вăл шутра пирĕн районтан çеç пиллĕкĕн вилнĕ. Кĕтмен инкексенче 76 миллион ытла пурлăх çунса юрăхсăра тухнă. Юрий Николаевич халăха шухăша яракан пĕр цифра çинче ытларах та чарăнса тăчĕ. Ку таранччен республикăра пулнă пушарсенчен 62-шĕ усал шухăшлă çын аллипе çыхăннăскерсем. Урăхла каласан, сакăр пушартан пĕри _ вут тĕртнипе шар куракансем. Юлашки вăхăтра çак сăлтавпа пулакан инкексем йышланни ирĕксĕрех пуçра тĕрлĕ-рен шухăш çуратать: курайманлăх, кĕвĕçỹ, ăмсану туйăмĕ-ши çакă? Анчах мĕншĕн-ха çынна çавăн пек усалпа тавăрмалла?
Инкекĕ куçа курăнса килмест пулин те хамăр пурăнакан çурт-йĕре, хуралтăсене страхлани йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемьене кăштах та пулин пулăшу паратех. Раççейре пурлăха страхлас тĕлĕшпе Чăваш Ен лидерсен шутĕнче пулин те çак ыйтăва никамăн та иккĕмĕш вырăна хумалла мар. Пушар хыççăн шыв кирлĕ пулман пекех, чавси те çывăх, анчах çыртма май килмĕ.
Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вут-кăвар инкекĕн пысăк сăлтавĕ _ электрооборудованисемпе усă курнă чухне асăрханманни, кивĕ электричество пăралукĕсене улăштарманни. Фирма "ОВИТ" тулли мар яваплă общество директорĕ В. Остроумов тĕл пулура шăпах çак ыйтусене çивĕчлетрĕ.
"Красное знамя" хуçалăх районта çеç мар, республикăра та кăтартуллисен шутĕнче. Хуçалăх юлашки çулсенче пикенсех ĕне-выльăх шутне ỹстерсе тупăш тăвас тĕллевпе тимлет. Нумай пулмасть хута янă çĕнĕ витере паян 270 пуç сăвăнакан ĕне шутланать. Çывăх вăхăтра ăрата, кĕтĕве çĕнетсе витери выльăхсене 650 пуçа çитересшĕн. Хуçалăх ертỹçи П. Никифоров калашле, кун валли Сăкăтсен мĕнпур услови çителĕклĕ. Хальхи евĕр çулталăкне кашни ĕнерен малашне пилĕк пин çеç мар, 6_7 пин литр сĕт суса илейсен, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен шалăвĕ тата ытларах пулĕ.
Сăмах май каласан, кăçалхи ултă уйăхра çеç вĕсен ĕç укçи 27 процент ỹснĕ. "Хамăр пурнăçа хамăрăнах йĕркелемелле",_ терĕ кун пирки калаçу пуçарсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Николаевич. Хăйĕн ĕçĕнче пуян опыт пухнă ертỹçĕн шухăшĕпе килĕшмесĕр тăраймăн. Паян тăрăшакансене, ĕçлес тесе тĕрлĕрен меслет шыракансене патшалăх та çул уçса парать, пулăшать. Кун пирки иртнĕ шăматкун пирĕн районта пулнă Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев та пусарсах каларĕ. Ĕçлес текен çын валли яланах ĕç тупăнать, терĕ. Сăкăт ял тăрăхĕнче пулнă май тĕп хуламăртан килнĕ влаç представителĕсем Христос çуралнă ячĕллĕ чиркỹре, культура çурчĕпе библиотекăра, перекет банкĕн уйрăмĕнче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ял çыннисен шухăшĕсене, ыйтăвĕсене итлесе хуравларĕç. Çакнашкал тĕлпулăвах Кзыл Чишмари ватă çынсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче тата кăнтăрлахи стационарта та иртрĕ. Тĕрлĕрен шăпана пула пĕр çемьене чăмăртаннă ватăсене пурăнма кунта услови çителĕклĕ. Специалистсем пурте ăшă кăмăллă, тарават пулнипех кинемейсемпе шурсухалсем хăйсене ыттисенчен уйрăм туймаççĕ. Центр директорĕ А. Воробьева каланă тăрăх ваттисен çуртĕнче пушă вырăн çук.
А. ЕГОРОВА.
ШУХĂШ
Юрий ЧЕРНОВ, "Красное знамя" хуçалăх зоотехникĕ:
_ Республикăра çакнашкал информаци кунĕсем йĕркелени влаç органĕнче ĕçлекенсемпе халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме çеç пулăшать тесе шутлатăп. Паянхи информаци кунĕнче хускатнă ыйтусем те çивĕч. Кун йĕркине кĕртнĕ коммунналлă çăмăллăхсен тарифĕсем пирки калаçу пуçарни те вырăнлă. Хамăрăн условисене шута илсе кун пирки çакна каласшăн. Патшалăх тирпейлесе пыракан политика халăха начар пурнăç патне илсе пырассипе çыхăнман. Темиçе çул каяллипе танлаштарсан пирĕн хуçалăхра çеç производство тухăçлăхĕ 4-5 хут ỹсрĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ технологи пурнăçа кĕрсе пырать, çĕнĕ фермăсем, управсем хута каяççĕ, çав вăхăтрах хуçалăхра ĕçлекенсен ĕç укçи те пысăкланать. Урăхла каласан, эпир вырăнсенче çаврăнăçуллăрах пулни, ĕç тухăçлăхне ỹстерни, хушма ĕçсем тупни мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарма май парать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)