18 июля 2015 г.
Ял хуçалăх çыравĕ хăçан иртет тата унта мĕн шутлаççĕ?
И. ПЕТРОВ.
Ыйтăва Чăвашстатăн çырав координаторĕ Г. Иванова хуравлать.
"Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пырать. Вăл "Ялта тирпейлĕ _ çĕршывра çителĕклĕ" девизпа иртет. Çак пысăк шайри компани ялсенче кăна мар, хуласенче те пулать. Ял хуçалăх таварĕ туса илекен пур хуçалăх та _ уйрăм хуçалăхсенчен пуçласа фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх предприятисем _ хутшăнать.
Сведенисене пухма хальхи вăхăтри технологисемпе _ Росстатăн Интернет сетĕнчи статистика информацийĕн web-сбор системипе, планшетпа (унта респондентсен хуравĕсене тỹрех кĕртсе пыраççĕ) _ усă кураççĕ. Çавна май çыравçăсен шучĕ те сахалтарах кирлĕ пулать тата ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ те ỹсет.
Техника çĕнĕлĕхĕсемсĕр пуçне çырав ыйтăвĕсенче те улшăнусем пур _ ял хуçалăх организацийĕсем çĕнĕлĕхсене кĕртни, кредитсем, бюджетран субсидисем тата дотацисем илни. Çакна палăртса хăварас килет: ыйтăмра хушамата та, ята та кăтартмаççĕ. Йăлтах анонимлă иртнĕрен çырав хыççăн налук хурасран хăрамалли çук.
Çыравăн малтанхи пĕтĕмле-тĕвĕсем 2017 çулхи тăваттăмĕш кварталĕ хыççăн, чи юлашкисем 2018 çулхи тăваттăмĕш кварталта паллă пулаççĕ.
Ял хуçалăх çыравне халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Нумай пулмасть "Манăн Раççей" фотоконкурс вăй илчĕ. Вăл июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унта профессионаллă фотографсемпе ỹкерме юратакансем те хутшăнаяççĕ. Ỹкерчĕксене foto@vsp2016.ru электрон адресĕпе ярса памалла.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕн сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ".
Сăмах май, районта ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ятарлă комисси туса хунă. Ăна район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пырать. Çырава ирттерсе ярассишĕн М. Абдуллин яваплă. Комиссин пĕрремĕш тĕл пулăвĕ иртнĕ, ĕç планне çирĕплетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)