22 июля 2015 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ агропромышленность техникумĕ хăйсен 90-мĕш çуралнă кунĕ ячĕпе кăçалхи абитуриентсем валли чыслав шыраса тупнă. Анчах кашни каччăпа хĕр ăна тивĕçеймен. Чи телейли _ çак вĕренỹ учрежденине вĕренме кĕме заявлени паракан 90-мĕш çын пулнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Любовь Прохорова повар-кондитер пулас тĕллевпе иртнĕ эрнере мĕнпур докуменчĕсене тăратнă. Выпускницăн заявленийĕ вара шăпах 90-мĕш номерпе регистрациленнĕ. Чиперккешĕн техникумри чи пĕрремĕш кунĕ асра юлаканнисен шутне кĕни малашлăхра та çулне уçса пытăрах.
Сăмах май каласан, техникума вĕренме кĕрес текенсенчен документсене йышăнасси малалла пырать. Ку таранччен 100е яхăн çамрăк асăннă вĕренỹ учрежденийĕнче пĕлĕвне малалла тăсма кăмăл тунă. Мĕн пурĕ вара Пĕлỹ кунĕнче 125 абитуриент вĕренỹ çулталăкне пуçлĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)