АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтамалăх та, саламламалăх та пур: пиллĕкмĕш пепкесене алла илнĕ!

22 июля 2015 г.

ИРТНĔ кĕçнерникун, июлĕн 16-мĕшĕнче, районти ЗАГС пайĕн истори страницине ырă пулăмпа çырăнса юлмалли самантсем пулнă: районта çуралнă 250-мĕш пепкене регистрациленĕ. Çăл Атăкри Владимир Вениаминовичпа Лариса Николаевна Антиповсен савăнăçа çак сăлтавпа çеç те пайламалла пулман. Район шайĕнче юбилейлă цифрăпа çырăнса юлнă пăхаттир çемьере пиллĕкмĕш ача иккен! Артема килте пĕр тетĕшĕ виçĕ аппăшĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Çак кунхинех Çырăнтару керменĕн специалисчĕсем Патăрьелĕнчи Васильевсене те саламланă. Валерий Евгеньевичпа Галина Петровна та пиллĕкмĕш пепкине алла илнĕ. Хальхинче вĕсене ырă Пỹлĕхçĕ хĕр парнеленĕ.

Вулакана пĕлме: ку таранччен çуралнă ачасенчен ытларахăшĕ _ 135-шĕ _ пулас пăхаттирсем. Паянхи кунччен пĕр йĕкĕреше регистрациленĕ. Икĕ чиперкке вара вунсакăр çул тултаричченех ача амăшĕсем пулнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика