22 июля 2015 г.
ХАÇАТ-ЖУРНАЛ çырăнмалли çуллахи тапхăрĕнче чылай чухне вулакан "Авангардсăр" тăрса юлать. Тепĕр чухне укçи-тенки çителĕксĕррипе те мар, çĕр ĕçĕпе явăçса çав тери пушă пулманран, вăхăчĕ ерçейменрен кая юлакансем тупăнаççĕ. Çуркуннепе çу кунĕсем çулталăк тăрантараççĕ-çке.
Кирек мĕнле сăлтавпа та районта тухса тăракан хаçатсăр _ "чун апачĕсĕр" _ юлнисене çапла лăплантарса каласшăн: иккĕмĕш çур çулшăн "Авангарда" августран илсе тăма та çырăнтараççĕ. Июлĕн 26-мĕшĕччен çак ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрсен район хаçатне почтальонкăсем урлă та, "Чăвашпичет" киоскĕсенче те, редакцине килсе те илсе тăма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)