АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăх илемĕ хамăртан килет

22 июля 2015 г.

Ĕçчен халăх пурăнать пирĕн районта. Капмар çуртсем пĕрин хыççăн тепри кĕрхи кăмпа евĕрех çĕкленеççĕ. Пурнăç условийĕ те хула майлă вĕсенче: газпа хутăнаççĕ, шыв кĕрет, канализаци ĕçлет... Кирек хăш яла та пĕр хушă каймасăр тăрсассăн чылай улшăну сисĕнет. Анчах кирек мĕнле япалан та тỹнтер енĕ пур темелле. Районти пĕр ялта пурăнакан аслăрах çулхи хисеплĕ çын 2-3 çул каяллах кĕрсе тухнăччĕ редакцине.

Çакнашкал çуртсенче пурăнакан хăш-пĕр çынсем канализаци шăтăкне урама кăларнине каланăччĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра тулаççĕ вĕсем. Вара урама юхса тухаççĕ. Çавна май мăшкăлтăк шывĕпе утнине пĕлтернĕччĕ.

Типĕ те уяр çанталăкра çакнашкалли сайра тĕл пулать. Шыв çывăх тăракан ялсенче юлашкинчен ик-виçĕ кун умлă-хыçлах çунă çуллахи çумăр каллех канализаци шăтăкĕсене тулма май пачĕ. Кỹршĕ-аршăн пăшăрхану çураласси куç кĕретех. Асли те, çамрăкки те, садикран килекен ача та утса иртет-çке шыв çĕр çине юхса тухакан çав çулпа. Каллех телефон трубкине тытрĕ çулланнă çын. Çакнашкал тĕслĕх пĕр ялта çеç тĕл пулмасть. Хăш-пĕрисем мăшкăлтăк шывне тỹрех ял çумĕпе иртекен юхан-шыва е çырмана кăлармалла тунă. Пỹрчĕсенче таса та тирпейлĕ. Типĕ çанталăкра типсе пыракан шыв хĕрринче вара шăршă сăмсана çурать.

Пĕр-пĕрне хисеплени, йĕркене пăхăнни кирлех ĕнтĕ кунта. Мăшкăлтăк шывĕсен пуххи ĕçекен пусăсен çывăхĕнче те пулмалла мар. Мĕншĕн хамăршăн çеç пурăнмалла-ха? Тепĕр çивĕч ыйтăва те çĕклерĕ вулакан. Юлашки çулсенче çурт умĕсенчи пахчасенче мĕн тĕрлĕ çеçке çеç çитĕнтерместпĕр. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен илем кỹрсе лараççĕ вĕсем. Пĕрисем çурăлса сỹннĕ çĕре теприсем сарăлаççĕ. Урама клумбăсем тăвакансем те пур. Юрăхсăра тухнă машина кустăрмисене, шăтнă чарасене, сĕтеклĕ шывран пушаннă савăтсене кăларса пăрахмаççĕ.

Тăпра тултарса таврана илем кĕртме усă кураççĕ. Ял тăрăхĕсенче иртекен конкурссене те хутшăнаççĕ çакнашкал çемьесем. Пĕрин ырă тĕслĕхне тепри усă кураканни те пур. Анчах ялсенче халĕ пушă çуртсем тĕл пулаççех. Вĕсен хыçĕнчи çĕрĕсемпе кỹрши-арши, тăванĕ усă куратех. Нумай çул ỹсекен курăк акса хурсан та темиçе хут çулса илме пулать. Çĕр улмипе ытти культура çитĕнтерсен те аван. Хуçасăр çуртсен умĕнчи пахчисене тирпей-илем кĕртесшĕн мар-мĕн. Унта çурт илемне яракан вĕлтĕрен ашкăрсан та курмăш пулаççĕ. Тĕрĕс ыйтусем хускатать вулакан.

Тăван тавралăх илĕртỹллĕ те илемлĕ пуласси хамăртанах килет, çỹлерех асăннă кăлтăксене пĕтерес тесе айăпли яваплăха хăй çине илессе шанасах килет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика