АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спартакиада _ спорт уявĕ Те, савăнăç та, хавхалану та

22 июля 2015 г.

Иртнĕ шăматкун Вăрнар районĕнчи ытарлă кỹлĕ хĕрринче республикăри патшалăх влаç органĕн работникĕсен йăлана кĕнĕ физкультурăпа спорт спартакиади иртнĕ. Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă спорт мероприятине уçнă çĕре Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев хутшăннă.

Республика шайĕнче иртекен спорт мероприятийĕсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спортсменсем айккинче юлмаççĕ. Хальхинче те район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пыракан команда район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ.

Ирхи хускану хыççăн муниципалитетсенчен килнĕ командăсем тĕрлĕ вăйăра, тупăшура старт илнĕ. Виçĕ çынран тăракан хутăш эстафетăна хутшăннисем шывра ишессипе, хăвăрт чупассипе тата велосипедпа ăста каяссипе хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Вĕрен туртакансене пăхса тăма та кăсăклă пулнă. Паттăр енсем ку тĕлĕшпе чăнласах та хăйсен вăйне кăтартнă, пилĕк çынран тăракан команда иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Команда ытти вă- йăсене те пысăк хастарлăхпа хутшăннă.

Спартакиада хыççăн Михаил Игнатьев мала тухнă спортсменсене саламланă, малашне те спорт каçалăкĕнче çитĕнỹ тума ăнăçу, пысăк малашлăх суннă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика