АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх кунне халалласа

22 июля 2015 г.

 

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, ĕçри хавхаланăва ỹстерес енĕпе Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В. Игнатьев сĕннипе кашни уйăхрах сывлăх кунне ирттереççĕ. Унта пирĕн районти вĕтти-ватти хастар хутшăнать. Çав кунсенче спорт объекчĕсем пурне те кăмăлтан йышăнаççĕ. Черетлĕ кану июлĕн 25-мĕшĕнче иртмелле. Çав кун "Паттăр" стадионта Тĕнчери шахмат кунне халалласа аслисем хушшинче ăмăрту пулать.

Çамрăк ачасемпе çул çитменнисен хăйне евĕр спартакиади иртĕ. Унта мини футболла (арçын ачасем), пляж волейболĕ (хĕрачасем), çăмăл атлетикăпа тата шывра ишсе эстафета, вĕрен туртассипе ăмăртаççĕ.

Августăн 8-мĕшĕнче иртекен республикăри сывлăх кунне вара Физкультурниксен кунне халаллаççĕ. "Паттăр" стадионта каллех ăмăртусем пулĕç. Ку хутĕнче ял тăрăхĕсен командисем хăйсен спартакиадинче тупăшĕç. Унăн программи анлă. Ăна ял тăрăхĕсене çитернĕ.

Спорт комплексĕ спорта юратакансене яланах хапăл. Сывлăх кунĕсене кăмăлласа кĕтетпĕр.

Н. ПАЙМУЛЛИН, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн аслă инструкторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика