АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев ыр кăмăллăхшăн тав тăвать

25 июля 2015 г.

Кăçалхи çуркунне РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен уполномоченнăй Павел Астахов пуçарăвĕпе Луганск тата Донецк халăх республикисенчи пĕрремĕш класа каякан ачасене гуманитари пулăшăвĕ парас енĕпе "День знаний в Новороссию" ыр кăмăллăх акцине пуçарнăччĕ. Ырă пуçарăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев та ырласа йышăннă, акцие министерствăсемпе ведомствăсем, предприяти-учреждени коллективĕсем, республика çыннисем хастар хутшăннă, мĕнпурĕ 800 пин тенкĕлĕх шкул хатĕрĕсем, спорт тумĕ пуçтарса çак кунсенче ăсатнă.

Михаил Игнатьев ыр кăмăллăх акцине хутшăннисене пурне те чĕререн тав тунă: "Республикăри ырă кăмăллă та пысăк туйăмлă çынсене Луганскри тата Донецкри шкул ачисене йывăрлăхра хăварманшăн тав тăватăп. Çак акци пиншер ачана пĕлỹ илме пулăшĕ!"

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика