АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан, купара ылтăн та тупан-тăр…

25 июля 2015 г.

Патăрьелĕнче кил-тĕрĕшре пуçтарăнакан çỹп-çапа, ăпăр-тапăра тăкмалли ятарлă полигон хута кайнă хыççăн уйрăм çынсем те хуçалăхри кирлĕ мар япаласене çавăнта леçме хăнăхса пыраççĕ темелле. Паян район центрĕпе Сăкăт хушшинчи çул хĕрринче тĕпленнĕ свалкăна мĕнле кăна "тавар" илсе пырса тăкмаççĕ-ши! Куç умĕнчех ỹссе пыракан пысăк купара пластик кĕленче е çăтăр-çатăр хутран пуçласа холодильникпе телевизор е çемçе сĕтел-пукан таранах пур. Менделеев таблицинчи кашни элемента çакăнта шыраса тупма та пулать-тăр. Тăрăшсан, тĕрлĕрен ахахпа ылтăнĕ те алла çакланĕ... Хаклă йышши таварсем йăнăшпа çỹп-çап витрине чăмнисем сахал пулаççĕ-им?

Пысăк хуласенчи полигон-свалкăсенче бомжсем çỹренине курнă та, илтнĕ те. Пирĕн районта хальлĕхе ун пеккисенех асăрхаман. Çапах та "Полигон" тулли мар яваплă общество ертỹçи Ф. Уфуков хыпарланă тăрăх, çỹп-çап тăкмалли вырăна сăнаса, асăрхаса пырсан та район халăхĕн пурнăçĕ начар мар пулни курăнать. Тракторпа кунта ĕçленĕ чухне те лайăх-лайăх япаласемех сиксе тухаççĕ-мĕн.

Калаçăва малалла тăснă май чылай чухне хăшпĕр çынсем паянхи пурнăç пирки нăйкăшнине илтме пулать. Таварĕсем хаклă, вăл е ку çăмăллăхĕсем ỹссе пыраççĕ тесе ỹпкелешнĕ вăхăтрах çемье бюджетне перекетлеместпĕр. Лайăх холодильниках пăрахăçлатпăр та çĕннине туянатпăр, киввине вара куçран çухататпăр. Электрооборудованисене те туххăмрах тиркетпĕр, ăна та çав купа çинех ăсататпăр тата ытти те. Кунтах кĕпе-тумтирне те, атă-пушмакне те, кил-тĕрĕшре усă курма юрăхлă тĕрлĕрен япаласене те шыраса тупма пулать. Тепĕр енчен вара çакна та калас килет. Енчен те тĕрлĕрен кивĕ, юрăхсăр тесе хаклакан таварсенех пуçтарса çĕнĕрен производствăна ямалли цехсем тупăнсан, Карпат тăвĕсем пек тỹпенелле кармашакан купа та хăвăрт ỹсмĕ. Эпир çитĕннĕ вăхăтра кĕле те сая яман, ăна ятарласа пуçтарнă, усă курнă. Халĕ вара пурне те тỹрех куçран тасатма тăрăшатпăр. Апла пулсан начарах пурăнмастпăр-ха.

Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика