25 июля 2015 г.
Куллен усă куракан апат-çимĕç хакĕсем те улшăнсах тăраççĕ _ пĕрисем ỹсеççĕ, теприсем чакаççĕ. Республикăри хăш-пĕр лавккасене çитсе курнă хыççăн çакна палăртнă: помидор _ 3,1 процент, сахăр _ 2,1, хура тул _ 1,2, сурăх какайĕ (шăмăсăррине шутламасăр) 1 процент чухлĕ хакланнă. Çав вăхăтрах хăяр 11,6 процент, çĕр улми _ 6,5, купăста _ 6,2, кишĕр _ 4,2, сухан 2,1 процент чухлĕ йỹнелнĕ.
Тарифсем пассажирсене турттаракан транспорт çинче тата коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн тỹлесси çав шайрах тăрса юлнă.
Районти лавккасенче те апат-çимĕç хакĕ тĕрлĕрен. Акă, çĕр улмин пĕр килограмне _ 26,6 тенкĕпе, пуçлă сухана _ 26,4, купăстана _ 14,6, кишĕре _ 52,8, хăяра _ 48, помидора _ 48,9, хура тул кĕрпине _ 48,6, сахăра 42,8 тенкĕпе туянма май пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)