АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăнма пĕлмен воспитательсем тата ача сачĕ

25 июля 2015 г.

Чăваш Енре шкул çулне çитеймен ачасене садика вырнаçтарас ыйту _ тĕп вырăнта. Пирĕн районта та ку программăпа килĕшỹллĕн 2012 çулта "Юмах" ача сачĕ уçăлчĕ. Çул хĕррипе тăсăлса выртакан çурта кĕрсен куçа тỹрех хăтлăх тирĕнет: пỹлĕмĕсем çутă та таса, ачасем валли условисем пур, çĕнĕ теттесем, урайĕнче çемçе кавир, çывăрмалли сарлака вырăн, урамра вылямалли кĕтессем... Çуллахи вăхăтра та ачасем савăнсах кунта çỹреççĕ. 276 вырăнлă ача садĕнче 20 воспитатель вăй хурать.

Çулла ача сачĕ мĕнле ĕçлени пирки Алена Горшкова ертỹçĕпе калаçрăм.

_ Паллах, кану уйăхĕсенче ултă ушкăн çеç йĕркелерĕмĕр, кашнинче 23 ача. Шăпăрлансем кунта выляççĕ, çыврас умĕн урамра уçăлса çỹреççĕ, виçĕ хут апат çиеççĕ. Пурте шкула каяс умĕнхи программăпа вĕренеççĕ. Авăн уйăхĕнче вара чи пĕчĕккисенчен икĕ çĕнĕ ушкăн пуçтаратпăр. Çулталăк çурăран пепкесене кирлĕ документсемпе йышăнатпăр.

Коллективра тăрăшуллă воспитательсем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен 2012 çулта С. Романова "Воспитатель года" ята илчĕ, 2013 çулта _ И. Плешкова, 2015 çулта О. Ярукова çак ята тивĕçнĕ. Кадрсен ăсталăхĕ пысăкран ачасене те тĕрлĕ ăмăртăва, конкурса явăçтараççĕ. Район администрацийĕпе "Авангард" хаçат парнисемшăн ирттерекен йăлана кĕнĕ кĕрхи эстафетăра кашни çул тĕрлĕ вырăн илни савăнтарать. Ача сачĕ çумĕнчи "Мерчен" ансамбль 2014 çулта юрă-ташă конкурсĕнче те çĕнтерчĕ. "Ансамбли и хоры" номинацире "Мехел" чăваш юррине юрласа иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Пĕчĕкçĕ ỹнерçĕ Земдиханов Ислам район шайĕнче иртекен конкурсра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Вĕрентекенĕсем те, ачисем те пирĕн питĕ пултаруллă.

Д. КУСТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика